27 апреля 2012 г.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткас ялĕнчи Римма Борисовнапа Наум Алексеевич Александровсем пĕрлешнĕренпе апрелĕн 15-мĕшĕнче 50 çул çитрĕ.
Римма Борисовна хамăр районти Çеçмер ялĕнче 1939 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче кун çути курнă. Шкул хыççăн сутуçăна вĕреннĕ, çак специальноçпа 1958—1984 çулсенче тăрăшнă, вăл шутра 1964 çултанпа — Анаткас лавккинче. 1984—1992 çулсенче — “Мичуринец” хуçалăх рабочийĕ. 1996 çулта Р. Александрована “Ĕç ветеранĕ” ят панă. Пушă вăхăтра тĕрлеме, çыхма юратать, ĕçĕсене тĕрлĕ куравсене тăратать.
Наум Алексеевич 1936 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Тюмень облаçĕнчи Ярковски районĕнчи Степановка ялĕнче çуралнă (çемйи иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче унта куçса кайнă пулнă). Çар хĕсмечĕ хыççăн Канаш хулинчи училищĕре тракториста вĕреннĕ. “Мичуринец” хуçалăхра 27 çул “хурçă ут” çÿретнĕ, ялти фермăра кочегарта, хуçалăхра рабочире вăй хунă. Вăл та “Ĕç ветеранĕ” ят илнĕ.
“Лавккара курса паллашрăмăр, тĕл пулусем юратăва куçрĕç, çемье тĕвĕлерĕмĕр çапла”, тет Римма Борисовна.
5 ача çуратса ÿстернĕ Александровсем. Шел, пĕр ывăлĕн — Сергейăн — пурнăçĕ чире пула 18-тах татăлнă. Мухтав Турра, ыттисем ыр-сывах-ха. Альбина, ав, Тверь облаçĕнче библиотекарьте тимлет, Эльвира — Шупашкарти пĕр больница медсестри, Владик тăван ялта пурăнать, Марина — РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн аслă специалист эксперчĕ. Александров-аслисене вĕсем, 7 мăнукĕ, мăнукĕн пĕр ачи савăнтарсах тăраççĕ.
“Çын валли ĕç пултăр. Вара кулянма вăхăчĕ те сахалтарах юлать. Ватăлмасть те вăл. Пĕр-пĕрне юратса, çур сăмахранах ăнланса пурăнатпăр”, пĕлтерчĕ Римма Борисовна.
Ылтăн туй ячĕпе ялти кану çуртĕнче ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ савăнăçлă каçра Александровсене районти ЗАГС пайĕн ертÿçи Е. Л. Павлова (вăл район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков алă пуснă Тав çырăвне тата парне пачĕ), РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн специалист эксперчĕ О. Г. Тимофеева, кунти ветерансен канашĕн председателĕ И. И. Ильин, ачисемпе мăнукĕсем, О. М. Степановапа ытти тăванĕсем, пускилĕсем ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç.
Мăн Шетмĕри кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ кун-çул хура-шурне самаях астивнĕ, çемье çавăрнăранпа пĕр пăт кăна мар тăвар çинĕ, ырăпа усала тахçанах уйăрма вĕреннĕ Александровсене “Ылтăн туй”, “Пурнăç урапи” тата ытти юрăсемпе чăваш ташши парнелерĕ. Уяв каçне Р. Г. Герасимова культура ĕçченĕ маттур йĕркелесе пычĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)