Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Композитор мăшăрĕ, сăвăç тата юрăçă

13 января 2012 г.

Ăна пăхсан никам та çав çула памасть. Анчах вăхăт чуппи шелсĕр çав. Кушкă ялĕнчи Н. И. Степанова та 70 çула хыçа хăварчĕ ав.

Вăл 1942 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çав вăхăтра вăрçă хатĕрĕсем тăвакан заводра ĕçленĕ. Паллах, ку çулсенче никама та çăмăл лекмен: вăй питтине те, ваттине те, ача-пăчана та. Ашшĕне фронта илсе кайсан, амăшĕ ачисемпе Муркаш районĕнчи яла куçнă.

Нина 1959 çулта Орининри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ, Чăваш ял хуçалăх институтне пĕлÿ илме кĕнĕ. Кĕçех зоотехник дипломне алла илнĕ. Муркаш районĕнчи “Заря” колхозра, ял хуçалăх управленийĕнче ку профессипе вăй хунă.

Çемьери улшăнусене пула пирĕн районти Кушкă ялне куçса килнĕ, “Мичуринец” хуçалăхра зоотехникрех ĕçлеме тытăннă. Тата икĕ çултан экономист “тилхепине” тыттарнă ăна. Хушма вĕренÿсĕр май çук. Нина Ивановна кÿртĕм мелĕпе Мускаври ял хуçалăх институчĕн экономика факультетĕнче те пĕлÿ илет.

Иртнĕ вăхăта çапларах аса илет вăл:

— Атте “Пĕр ĕçрен те хăрама кирлĕ мар, ĕç вăл мĕн ĕçлемеллине хăех кăтартса пырать. Пуçа шутлама тунă, пĕр ĕç хыççăн теприне пуçăнма вăл пулăшать”, анне “Саплăк саплакан ырă курмасть” (кĕпе çĕлеме, алсиш-чăлха çыхма юратнă çыннăм пĕчĕклех вĕрентрĕ), кукка “Вĕрен, хĕрĕм, вĕрен, пурнăç вĕренмесĕр кичем”, — тетчĕç. Вĕсен сăмахĕсене пурне те тĕпе хутăм.

“Мичуринец” хуçалăхра Нина Ивановна 27 çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Унăн мăшăрĕ — Илья Романович Степанов — Чăваш Енри паллă композитор, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Килĕштерсе пурăнаççĕ, тепĕр чухне пултарулăхра та пĕр-пĕрне пулăшу кÿреççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ мăшăрĕ кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарать, унсăр пуçне хăех сăвăсем те калăплать, вĕсене пурнăçри юлташне юрра хывма сĕнет. Тепĕр чухне, чун-чĕрере пултарулăх вĕресе тăнă самантра, туххăмрах хăй шăрçаланă сăвва юрра хывать. Сцена çине те тăтăшах тухать.

Иккĕшĕ 4 ача çитĕнтернĕ. Çын тунă. Хăйсем евĕрех пурнăçа юратма вĕрентнĕ. Вĕсем те, Нина Ивановна пекех, ĕçсĕр ларма юратмаççĕ. Кил-тĕрĕшре пулăшма яланах вăхăт тупаççĕ. Ав юратнă амăшне юбилей ячĕпе килсе саламлама та маларахах шантарса хучĕç. Парнесем кÿнĕ май, вĕсем чун-чĕрене çĕклентерекен ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç, сывлăх сунчĕç. Вĕсем çумне хутшăнса, эпĕ паян çак маттур та пултаруллă чăваш хĕрарăмне çывăх çыннисемпе тăванĕсене, тус-юлташĕсене татах та татах ырă ĕçпе савăнтарма вăй-хăватпа пархатар сунатăп.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика