Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитсе куртăмăр Анаткаса…

13 января 2012 г.

Çитсе куртăмăр Анаткаса…

Анаткаса Мăн Шетмĕрен 4 çухрăм. Çуран утмалăх пур. Çамрăк, вăй питти çынна, паллах, уçăлмалăх çеç-ха. Тата çитмĕл киле яхăн яла рейслă “Газельсем” çÿрени те çăмăллăх.

Акă, Галина Геннадьевна Никитина почтальонка çыхăну уйрăмĕнчен тăван кĕтесе ытларах чухне çуранах çÿрет. 5-мĕш çул ĕнтĕ Дворикпе Анаткасри çынсене хаçат-журналпа тивĕçтерет.

— Тăван кĕтесри кашни çын маншăн çывăх, тус-тăван пекех. Анаткасра эпир ытларах Никитинсем хушаматпа палăратпăр. Пирĕн çынсем вашават, — тет Г. Никитина почтальонка. — Кăçалхи пĕрре-мĕш çур çулшăн хĕрĕх экземпляр район хаçатне сартăм.

Анаткас — район чиккинче, чи аякри ялсен йышĕнче. Элĕк районĕпе чикĕленет вăл. Çырма-çатраллă, йышлă урамсемлĕ.

Ял варринчех вара кирпĕч клуб вырнаçнă. Аякранах капăр курăнать çак çурт юсанă хыççăн. Шала кĕрсен куçсене ытарайми илем, тасалăх хуçаланать. Чÿрече каррисем çĕп-çĕнĕ, чĕрĕ чечексем вырнаçтарнă чÿрече саккисем çине. Стенасем çинче ялти вăрçă ветеранĕсене, ялти пурнăçа сăнлакан, паллаштаракан стендсем вырăн тупнă.

— Çак сăн-сăпатлă çуртăн хуçи кам-ши? — ыйтуллăн пăхрăм Елена Ильинична Никитинана. — Культурăра чăннипех те çакнашкал хуçа туйăмлă, тăрăшуллă çынсем кирлĕ çав.

Типшĕмрех сăн-питлĕ, чун уççиллĕ хĕрарăм йăл кулăпа йышăнчĕ. Çулталăка яхăн çеç тăрăшать-ха кунта. Клуб заведующийĕн “тилхепине” тытмасть вăл, хăй калашле техслужащи тивĕçĕсене кăна пурнăçлать. Чун туртăмĕпе çак ĕçре палăрать хĕрарăм.

— Пĕр вăхăтра клуб хуçасăррине пула юхăнма тытăнчĕ. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, çак ялта çуралнă Полина Ивановна Николаева чĕрине те канăçсăрлантарчĕ ĕнтĕ. Манпа куçа-куçăн калаçни, ял шăпишĕн ман пекех хуçăлни тата иксĕмĕр те пĕр шухăш-кăмăллă пулни çавăрчĕ те мана хăй еннелле, — хăй калассине пытармарĕ вăй питти, чипер сăн-питлĕ хĕрарăм. — Иксĕмĕр те ялти клуб хуçалăхне çĕклессишĕн çине тăрса ĕçлерĕмĕр.

Кăçал кĕске тапхăртах çуртăн стенисен шăтăк-путăкĕсене питĕрнĕ, сăрланă, шалтан та, тултан та. Ăшă системин пăрăхĕсене улăштарнă, газпа хутса ăшăтмалла тунă. Кĕнĕ çĕрте тимĕр алăк лартнă. Унпа пĕрлех ĕçчен алăсем хутшăннипе ытти вак-тĕвек ĕçсене те пурнăçланă.

— Анаткас ялĕнче халь 64 кил-хуçалăхра 174 çын пурăнать. Çав шутра 24 çурчĕ дача шучĕпе шутланать. 41 пенсионер пирĕн. Вĕсен йышĕнче ял-йышра ятлă-сумлă çынсем: М. Никитин, З. Никитина, Е. Михайлова, М. Михайлова, В. Никитин, З. Анисимова, М. Степанова, Ф. Герасимова тата ытти ят-хушаматсем те пур, — тет Анаткасри хисеплĕ çын, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕ Виктор Сергеевич Никитин. — Мухтанатпăр вĕсемпе.

Малтан палăртнă пекех, иртнĕ çулхи раштав çурринче, кăнтăрла иртни 14 сехетре ялти клубри тĕл пулăва ватти-вĕтти пухăнчĕ. Мĕн пурĕ хĕрĕх çынна яхăн. Чăн малтанах вĕсен умĕнче Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ И. Ильин, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Г. Ефимов тухса калаçрĕç.

— Паян пирĕн тăрăхра тивĕçлĕ канăва тухнă 397 çын, çав шутра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă П. Ефимов, А. Алексеев, В. Исаков, Г. Митрофанов, С. Куприянов пурăнаççĕ. Кашни ватăна, юбиляра пирĕн сума сăвасси, ăшă сăмахпа ырă пуласси, пулăшасси — кулленхи тивĕç. Паянхи тĕл пулăвăн пĕлтерĕшĕ те çавăнпа çыхăннă. Сирĕн пата тата юрă-ташă ăстисем килнĕ, — терĕ И. Ильин. — Тавтапуç вĕсене.

Сцена пĕр сехет ытла юрă-ташăран татăлмарĕ. Чăваш халăх юррисене, Трак ен композиторĕсем В. Рудниковапа И. Степанов кĕвĕленĕ “Эп савнине юратап”, “Авлантăм”, “Шăнкрав курăкĕ” юрăсене шăрантарчĕç пенсионер-артистсем. Хут купăс çеммипе пĕри те тепри тÿссе тăраймарĕç, ташă ушкăнне пĕрлешрĕç.

— Татах килсе курăр. Татах савăнтарăр пире юрăсемпе, — тарават ăсатрĕç районти халăх пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн членĕсене — Г. Дуброва, Л. Григорьева, Г. Ефимова анаткассем.

Юлашкинчен калани: иртнĕ çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче çак пĕчĕк ушкăн Янкас, Çĕньял Упи, Вăрманкас, Пикшик ялĕсенче пулчĕ, пенсионерсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика