Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Л. Д. Львов ячĕпе — турнир

18 ноября 2011 г.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Мăн Шетмĕри вăтам шкулăн спорт залĕнче, Л. Д. Львова сума суса, арçынсен командисем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн VI турнир иртнĕ. Леонтий Дмитриевич 1935—1974 çулсенче пирĕн районти “Ыраш”, “Красная Шатьма”, “Уба”, “Красный боец”, “Мичуринец”, “Правда” тата “Волга” хуçалăхсене ертсе пынă.

Турнира хутшăнма мăншетмĕсем патне Шупашкар хулин икĕ командипе пĕрлех Кĕçĕн Шетмĕпе Красноармейски ял тăрăхĕсен волейболисчĕсем те килнĕ. Ăмăртăва уçнă чухне вĕсене Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева, район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ А. Лебедев, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Львов тата турнирăн йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи Ю. Львов саламланă.

Турнирта Заволжски ЛПУМГн “Газпром” команди — пĕрремĕш, “Трак ен” — иккĕмĕш, Красноармейскинчи “Уют-монтаж” волейболисчĕсем виççĕмĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика