11 ноября 2011 г.
— Пачах та, — тет Мăн Шетмĕри çыхăну уйрăмĕнчи Ю. Максимова почтальонка.
Юлия Александровна çак ĕçре çĕнĕ çын мар. Чылайранпа тăрăшать ку коллективра. Ÿсĕмĕсем те сулмаклă. Акă вăл кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли район хыпарçине хăйне çирĕплетсе панă участокра 62 экземпляр çырăнтарма пултарчĕ, е 100 кил пуçне 59, 6 экземпляр. Ку кăтартупа Ю. Максимова районти почтальонкăсем хушшинче малти вырăна тухрĕ. “Почтальонка-2011” хĕрлĕ хăйăва, райхаçат редакторĕн И. Прокопьев аллинчен диплома тата парнене тивĕçрĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)