Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватпÿртсем пур енлĕн савăнчĕç

09 сентября 2011 г.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Тватпÿртре савăнăçлăн ял уявне ирттерчĕç.

Авкаланчăк Шетмĕ юхан шывĕ

Ик енпе кашлаççĕ хăмăшсем:

Ирĕн-каçăн канăçсăррăн темшĕн

Куç илмеççĕ сăрă хумсенчен.

Çакăн пек юмахри евĕр асамлăхпа хупăрланнă, ытармалла мар илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Тватпÿрт ялĕ. Анат енче шăнкăр-шăнкăр юхса выртакан сиплĕ те таса сивĕ çăл куçĕпе çумăнах вырнаçнă Шетмĕ шывĕ илĕртÿллĕн хăй патне йыхăрать, уçăлăхĕпе ÿт-пĕве чĕрĕлĕх кÿрет, чуна уçать. Тепĕр енчен пысăках мар ешĕл ката яла хÿтлĕхре упрать. Урамсенче тирпейлĕ, хитре.

Тватпÿртсем черетлĕ хут ял уявне пухăннă. Илемлетнĕ, капăр çиттиллĕ, апат-çимĕçрен пуянран "авăнакан" сĕтелсем… (Кашниех: кам кукăль — çăмах, икерчĕ, аш-пăш, пулă, тĕрлĕрен салатсем, килти сăра, ыттине илсе килнĕ). Сĕтеклĕ шашлăк. Куçса çÿрекен суту-илÿ лавккинче тĕрлĕрен таварсем… Çакă хăех чăн-чăн уяв пыни çинчен систерет. Ватти-вĕтти хĕвĕшет. Пыр та калаç пĕчĕк ял тесе!

Ял уявне Валентина Тихоновапа Надежда Михайлова пуçларĕç. Ваттисенчен пил ыйтса йĕрки-куркине тунă хыççăн чăваш халăхĕн "Алран кайми аки-сухи" юрри хăватлăн та мăнаçлăн янăраса кайрĕ. Н. Филимоновпа Г. Алексеев композиторсем баянсемпе выляса пулăшу кÿчĕç. Тавах вĕсене. Ун хыççăн Г. Михайловпа Н. Филимонов сăмах илчĕç, Тватпÿрт ялĕн аваллăхĕ çинче чарăнса тăчĕç. Ĕлĕк ял хальхи вырăнтан çÿлерех, мăн çул çывăхнерех (халĕ вăл вырăна Кив çурт теççĕ) вырнаçнă пулнă. Ялĕ пысăк пулнă имĕш. Те тĕрĕс, те тĕрĕс мар: унта Хаяр патша та пулса курнă текен сăмах çÿрет. Асăннă вырăнта çăлĕ те, Кăвакал кÿлли те пулнă. Ял çул хĕрринчен аякрах пулман пирки унта час-часах вăрă-хурахсем пырса тустарнă, тапăннă. Çав мăшкăла тÿсеймесĕр Турхат, Пархат, Итамăрса, Иçеней хăйсен çемйисемпе аяларах, хальхи Тватпÿрт вырăнне куçса килсе, хуçалăх çавăрса пурăнма пуçлаççĕ. Пархатпа Турхат пиччĕшĕпе шăллĕ пулнă. Çак 4 çемьерен пуçланса каять те ĕнтĕ Тватпÿрт ялĕ. Çÿлерех асăннă Кив çурт вырăнĕнче пурăннă ытти çемьесем Çирĕклĕ, Яманак тата ытти тăрăхсене саланнă.

Уявра тватпÿртсем çывăхри яла пуçарса яракансен сумлă ячĕсене палăртакан хăйне майлă Хисеп хăмине янтăласан питех те аван пуласси пирки калаçрĕç, ăна пурнăçа кĕртме тĕв турĕç. Г. Михайлов калашле, халь пурăнакансенчен чылайăшĕ çав 4 çемье тăхăмĕнчен. "Ялĕпе илсен, пурте тенешкел пĕр-пĕринпе тăванлă. Хальхи вăхăтра ялсем пĕтсе пыраççĕ тесе калаççĕ те, ку шухăшпа манăн пĕртте килĕшес килмест. Хамăр ялтах юлашки çулсенче çĕнĕрен миçе капмар кил-çурт çĕкленмерĕ пулĕ? Чун савăнать. Çу кунĕсенче ял хĕрÿлĕхре: ача-пăча сасси, ĕç сасси чуна киленĕç кÿрет", — терĕ Георгий Алексеевич. Эппин пурăнать-ха Тватпÿрт ялĕ. Пурăнтăр, ăш пиллĕ те пултаруллă, ĕçчен çынсене çуратса çĕр-шыва юрăхлă çынсем çитĕнтертĕр. Сăмах май, çак ялта çуралса ÿснĕ, ырăпа палăрнă сумлă çынсем сахал мар. Н. С. Петров — Тватпÿрт мухтавĕ, РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей академийĕн халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Чул хулари управлени институчĕн профессорĕ, Раççейри юридици наукисен академийĕн академикĕ. Николай Петрович РФ академийĕн кĕмĕл медальне илнĕ. Вăл Чул хула облаçĕнчи Саккунсем йышăнакан Пухăвĕн Канашĕн Наукăпа консультаци канашĕн членĕ, патшалăхăн 7 наградине тивĕçнĕ. Н. Филимонов композитора Трак енре пĕлмен-палламан çын çук та пулĕ. А. Романова сăвăç-вĕрентекен — темиçе кĕнеке авторĕ, вĕрентÿ ĕçĕнче те самаях палăрнă. П. Романов вĕрентекен те хисепре, тĕрлĕ йышши конкурссенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Трак шкулĕнче вăй хуракан Л. Белова учительница пирки те ырăпа çеç асăнмалла. В. Тихонов, Г. Михайлов, А. Марков ĕçри çыпăçулăхпа мухтава тивĕç.

Ял уявне хутшăннисем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене аса илчĕç. Фронтран Çĕнтерÿпе таврăннисене те манмарĕç. Вăхăт пĕр шелсĕр васкать. Паян хаяр вут-çулăм витĕр тухнисем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тен, çавăнпах пулĕ çумăрĕ те шăпăртатса илчĕ, халăхăн хуйхăллă самантĕнчи хурланăвне çут çанталăк та сисрĕ пуль, пĕрле пайласшăн пулчĕ пуль.

Кĕçех каллех çанталăк çуталса кайрĕ. Н. Михайлова илемлĕ те янăравлă сассипе ентешĕсене çĕнĕ чăваш юррисене парнелерĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкар районĕнчи Ишек вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе истори предмечĕсене вĕрентекен П. Романовпа тивĕçлĕ канури В. Тихонова "Кай, кай Йăвана" комеди сыпăкне кулăшла выляса пухăннисен кăмăлне çĕклентерчĕç, пит-куçĕсенче, чунĕсенче савăнăç кĕртрĕç. Икĕ тантăш-пенсионерка — Н. Егоровапа Н. Маркова "Хĕр шăпи" юрра шăрантарчĕç.

Кĕрлет, янăрать ял. Баян сасси пушшех те чун-чĕрери чи ачаш хĕлĕхсене хускатса, çĕклентерсе ярать. Эстафетăна П. Романов йышăнать те халăх юррисене янратма пуçлать. Эх, сасси! Чăн-чăн артист тейĕн, тыткаларăшĕ еплерех тата, калаçăвĕ яка та тирпейлĕ, кашни сăмахĕ вырăнлă…

Ял-йыш хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйланнă май, чун-чĕререн хĕпĕртесе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Çамрăк-и, ватă-и — ăна-кăна пăхмасăр ташша хĕмлентерчĕç, чылайччен хаваслă такмаксем янăраса тăчĕç. Йышпа юрласа-ташласа, чун каниччен калаçса савăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Ĕç кăна мар, тепĕр чухне çынна килĕшÿллĕ кану та кирлĕ вĕт-ха. "Çитес çул ял уявне татах та тирпейлĕ те капăр урамсенче паллă тăвасчĕ. Паян мĕн пур кăмăлтан савăнтăм", — тет Н. Егорова. П. Романов вара çапларах каларĕ: "Килес çул ял халăхне "Кай, кай Йăвана" комедин пур пайне те кăтартса савăнтарасчĕ. Епле маттур манăн ентешсем. Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Хаярлăх, суяпа ултав, киревсĕрлĕх — ман ентешсемшĕн ют".

Çапларах иртрĕ Тватпÿрт ял уявĕ. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенешкел, халăхĕ туслă, ĕçре вăр-вар, пĕр-пĕрне яланах пулăшма ÿркенмеççĕ, тату та килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшаççĕ, ялта тирпей-илем пултăр тесе тимлеççĕ, ыйтусене кар тăрса татса параççĕ. Малашне те çапла пултăр.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика