Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватти-вĕттипех савăнчĕç

16 августа 2011 г.

Кăлава — Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен 13 ялтан чи пĕчĕккисенчен пĕри. Апла пулин те унăн историйĕ пĕртте чухăн мар, ку ялтан паллă çынсем те сахалăн мар тухнă. 2004 çултанпа ял уявне пухăнаççĕ кăлавасем.

Ку ахальтен мар. 2004 çулхи августăн 7-мĕшĕнче Кăлава ялне "кăвак çулăм" çитнĕ. Çакăнта вĕсен ентешĕн, "Инвест-Газ" пĕрлешĕве ертсе пынă Виталий Никитич Степановăн тÿпи калама çук пысăк пулнă. Çак паллă кун Кăлава çыннисем çулленех ял уявĕнче савăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Пĕртăван Виталийпе Юрий Степановсем тăрăшнипе (вĕсемех уяв спонсорĕсем) ватти-вĕттипех ял уявĕнче кăмăлне çĕклерĕ. Сăмах май, Юрий Никитич Шупашкарти пĕр аслă шкулта студентсене лекцисем вулать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ку ялтан 74-ăн тухса кайнă, 28-шĕ каялла таврăнман. Ял варринче паттăрсене асăнса палăк лартнă, ăна типтерлĕн пăхса тăраççĕ кăлавасем. Шăп çак палăк патĕнче иртрĕ те тĕп уяв. Праçнике пухăннисем вăрçă хирĕнчен таврăнманнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, каярах палăк патне чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç.

Уява Мăн Шетмĕри вулавăш ертÿçи Р. Герасимова питех те пултаруллă ертсе пычĕ. Унта тĕрлĕрен вăйă-конкурссем чылай пулчĕç, вырăнти "Кăмăл" агитбригада юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле вырăнти ăстасем пĕçерсе хатĕрленĕ шÿрпене астиврĕç. Çав кун сиплĕ шывпа сăра ĕçме те, пылак çимĕç тутанма та май пулчĕ. Пĕр сăмахпа, кăлавасем ял уявĕпе питех те кăмăллă юлчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика