Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кушарти Куприянов фронтовик

16 августа 2011 г.

Шурă сухалне сылтăм аллипе шăлса якатса илчĕ старик. Пĕр хушă сылтăм алăри туйи çине тайăнса тăчĕ. Урасем çинче йывăртарах-ха тăма. Тата шăрăхĕ те сывлама парасшăнах мар.

— Ух! шăрăх çунтарать паян. Анна, атя-ха сак çине ларса сывлăш çавăрар. Тарĕ те тата çăл куçран тапнă евĕрех тапать, — пĕчĕкрех çан çурăмлă хĕрарăма алăран çавăтрĕ Çемен. — Маларахри рете вырнаçар.

Маларахри вырăна вырнаçрĕç упăшкипе арăмĕ. Пĕчĕк ялта кил хуçине Семен Куприянович Куприянов, мăшăрне Анна Андреевна Куприянова тесе чĕннипе аван пĕлеççĕ. Вашаватскерсем. Иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван "Мичуринец" хуçалăхра ĕçленĕ. Анна — ахаль рабочи, Çемен çирĕм çула яхăн механизаторта.

Татуллă мăшăр. Пĕр-пĕрне шурă куçпа пăхма-и, уй-уй… халиччен те ятлаçăнса, вăрçăнса курман. 1946 çулхи ноябрь уйăхĕнче çемье çавăрнă иккĕшĕ.

Шел, малтанхи арăмĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ Çеменĕн. Тăватă ачапа юлчĕ арçын. Епле-ха ача-пăча амăшĕсĕр? Тепре авланчĕ Çемен. Анна ывăлпа хĕр çуратрĕ. 12 мăнук тата мăнукĕсен 3 ачи Куприяновсен.

— Анна, паян пирĕншĕн чăннипех асра юлакан кун. Июлĕн 21-мĕшĕ, чухлатăн-и, хамăр тăрăх çынни, Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильев çуралнăранпа 100 çул тултарнипе паллă, — мăшăрне хирĕç йăл кулă палăртса пăхрĕ 85 çул тултарнă фронтовик. — Эпир иксĕмĕр те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă.

Çемен çак сăмахсем хыççăн умра ларакан палăк еннелле çаврăнчĕ. Ун çине пуçа салтак шлемĕ тăхăннă ентешĕ, Мăн Шетмĕре çуралнă паттăр Владимир Васильев пулеметчик пăхать.

— Сывах-и, Çемен. Ватăлатпăр çав. Санăн та, ав, çÿç пайăркисем, хĕлле пас тытнă евĕр, шуралчĕç. Пит-куç пĕркеленчĕ, шăм-шак пĕкĕрĕлчĕ, — тесе унпа сăмахланăн туйăнчĕ зенитчика çак самантра. — Мĕнле пурăнатăн?

Шухăшсен хумне тăруках мăшăрĕ сирчĕ. Çемене çамрăк чухнехилле пилĕк-çурăмран çупăрларĕ Анна. Питçăмартинчен хуллен чăп! чуп туса илме те именмерĕ.

— Ан ухмахлан-ха, Анна. Пирĕнпе çума-çумăн вырнаçнă Исаковпа Митрофанов фронтовиксем (иккĕшĕ те Пăрăнтăкран) мĕн калĕç? Эх, Анна… — мăшăрне аяк пĕрчинчен аллипе ачашшăн чышса илчĕ Çемен. — Намăс ан кăтарт.

Кушар Шетмĕре 1926 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче çуралнă С. Куприянов. 1943 çулхи август уйăхĕнче çамрăка çара илнĕ. Уйрăмах Кенигсберг хулине 1944 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче нимĕçсенчен тасатнă (тĕрĕссипе вăл вăрçăччен нимĕçсен пулнă) самантсем халĕ те асрах-ха.

— Тек вăрçă ан пăркăчлатăр пире. Мире сыхлар, — тет Кушар Шетмĕри Çемен Куприянов. — Хамăр геройăн — В. Васильев ятне хамăр чĕресенче упрăпăр.

Фронтовикăн кăкăрне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕ тата ытти медальсем сăн кĕртеççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика