Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раиса Герасимова — “Çулталăк библиотекарĕ”

21 июня 2011 г.

Ытти чухнехи евĕрех кăçалхи Ака туйра та ĕçре малта пыракансене тивĕçлипе чысларĕç. Вĕсем хушшинче Мăн Шетмĕри ялти библиотека заведующийĕ Р. Г. Герасимова та пулчĕ. Раиса Гурьевна “Çулталăк библиотекарĕ” ята тивĕçрĕ.

Вăл — вутлансем. Ялти тата Красноармейскинчи шкулсенче, Çĕрпÿри культура училищин библиотека уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тата икĕ çултан Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче ĕçлеме пуçăннă. Р. Герасимова хăйĕн ĕçне ăста пĕлнипе палăрса тăрать. Ыт ахальтен мар-тăр ăна вулакансем — ваттисем те, вăй питтисем те, пĕчĕккисем те хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Библиотека çумĕнче çавăн пекех 2004 çулта “Тимлĕх”, 2008 çулта вара “Сударушка” клубсем йĕркеленĕ. Наградăсем те темĕн чухлех. Акă 1998 çулта республикăри библиотекăсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Чи лайăх ĕçĕн библиотеки” диплом та çĕнсе илнĕ. ЧР культура министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисем те пур.

Обществăлла ĕçре те пултаруллă та маттур çак хĕрарăм. Вырăнти шкулпа тачă çыхăнура. 1996—2006 çулсенче ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ пулнă. 2007 çултанпа — управляющи канашĕн председателĕ. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕ çумĕнчи хĕрарăмсен тата профилактика канашĕсен членĕ.

Раиса Гурьевна ертсе пыракан вулавăшра яланах интереслĕ тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсене хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать. Ял çыннисен канăвне усăллă та интереслĕ тăвассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать Р. Герасимова.

Çак кунсенче унăн пурнăçĕнче паллă тепĕр пулăм пулса иртрĕ — 50 çулхи юбилейне çемйипе, тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе тата пĕрле вăй хуракансемпе пĕрле уявларĕ вăл. Эпир те хамăр хаçат тусне, обществăлла корреспондентне çавна май ăшшăн саламлатпăр, вăй-хăватпа пархатар тата ÿсĕм-çитĕнÿсем сунатпăр.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика