Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăншетмĕсем мала тухнă

06 мая 2011 г.

Апрелĕн 22-мĕшĕнче Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрта сĕтел çи теннисла выляса “Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешÿн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ.

Ăмăртăва районти 8 шкулти (Красноармейски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи, Трак гимназийĕнчи, Мăн Шетмĕ, Еншик Чуллă, Алманч, Пикшик вăтам шкулĕсенчи, Кĕçĕн Шет-мĕ, Чатукасси шкулĕсенчи) 26 теннисист, вăл шутра 9 хĕр, хутшăннă.

Мăн Шетмĕ шкулĕнчи теннисистсем (тренерĕ Р. А. Скворцов) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Финалта вĕсем Алманч вăтам шкулĕн командинчен 4:1 шутпа выляса илнĕ. 3-мĕш вырăншăн пынă мачтра Красноармейски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди (тренерĕ Е. В. Баранова) пикшиксенчен вăйлăрах пулнă — шут 4:0.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика