Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрех асра

22 апреля 2011 г.

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн апрелĕн 19-мĕшĕнчи номерĕнче Кушкă шкулĕнче ĕçленĕ педагог-ветерансене, Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă икĕ пултаруллă çынна — Анатри Типçырмара пурăннă Леонтий Семенович Семенова тата Кушар Шетмĕре çуралса ÿснĕ Георгий Трофимович Трофимова чысласа Кушкăри кану çуртĕнче аса илÿ кунĕ пулассине пĕлтернĕччĕ.

Палăртнă вăхăтра кунта çывăхри ялсенчен çынсем самаях йышлă пуçтарăнчĕç. Пурте хăйсен юратнă учителĕсене сума суса килнĕ. Пурăннă пулсан, Леонтий Семенов кăçалхи июньте — 90, Георгий Трофимов çак уйăхра 85 çул тултаратчĕç ĕнтĕ. Анчах халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук. Апла пулин те тăван халăх вĕсене манманни паха. Вĕсене асăнса урамри палăк умне гирлянда хучĕç.

Тĕл пулу “Тавтапуç сана, учитель!” пĕтĕмĕшле ятпа иртрĕ. Ăна Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева кĕске сăмах каласа уçрĕ.

— Пирĕн район паллă çынсемпе пуян, — терĕ Полина Ивановна. — Наукăра, литературăпа искусствăра, спортра чапа тухнисем Мăн Шетмĕ енче те нумай. Районтан тухнă пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильев та кунтанах. Кăçал унăн çулталăкĕ терĕмĕр. Ку мероприяти те унпах çыхăнтăр.

Сцена çине тухса 8-мĕш класра вĕренекен Саша Владимиров “Манас çук сана, Васильев!” сăвва мăнаçлăн каларĕ. Ăна ентеш-поэт Георгий Трофимов çырнă.

Çапла пуçланчĕ Кушкăри литературăпа музыка кунĕ. Чи малтанах Л. Семенов пултарулăхне тишкерчĕç. Унтан Г. Трофимов çине куçрĕ сăмах. Çак икĕ вĕрентекен тата сăвăç-юрăç сăнарĕсем куç умне тухрĕç. Вĕсене хăй вăхăтĕнче лайăх пĕлнĕ тус-юлташĕсем, вĕренекенĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем пĕрин хыççăн тепри каласа пачĕç. Мăн Шетмĕри вăтам шкул директорĕ А. Васильев, ку тăрăхри ветерансен канашĕн ертÿçи И. Ильин, Кушкă шкулĕнче чылай ĕçленĕ П. Иванова педагог, çак ялти чаплă композитор И. Степанов, Кушкăри К. Григорьевапа И. Прокопьев пенсионерсем хăйсем асăннă учитель-çыравçăсемпе курнăçнă чухнехи самантсене аса илсе каларĕç. “Паян кун та вĕсем пирĕнпе. Вĕсен ырă ячĕсем пирĕн асăмра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕç”, — терĕç.

Район центрĕнчен те килнĕ чыслава. “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçин çумĕ Н. Ершов Л. Семеновпа Г. Трофимов сăввисем епле кун çути курнисем çинче чарăнса тăчĕç, вĕсем халăх чунне тыткăнлакан хайлавсем пулнине палăртрĕç. Çывăх вăхăтрах вĕсем çырнисене туллинрех пухса хулăнрах кĕнекесем туса кăларассипе ĕçлеме кирлине асăнчĕç. Çак шухăша пухăннисем ырласа йышăнчĕç.

Кашни калаçу хыççăнах юрă-сăвă ылмашăнса пычĕ. Пурин сăмахĕсем те — асăннă поэтсем хайланисем. Вĕсене вырăнти композитор И. Степанов кĕвĕленĕ. Вăлах Мăн Шетмĕри “Шурăмпуç”, Кушкăри “Кĕмĕл” пултарулăх ушкăнĕсене музыка тĕлĕшпе ертсе пычĕ — баян каласа юрлаттарчĕ. Е. Иванова вĕренекен Г. Трофимовăн “Малтанхи учитель” сăввине вуларĕ. Ташăсем те пулчĕç.

Литературăпа музыка кунне Мăн Шетмĕри библиотека заведующийĕ Р. Герасимова хăй хатĕрленĕ программăпа ертсе пычĕ. Вăл тăрăшнипех Л. Семеновпа Г. Трофимов çырнă кĕнекесен, вĕсем çинчен пухнă документсемпе сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.

Юлашкинчен тав сăмахĕсем пулчĕç. Леонтий Семеновăн хĕрĕ — Ольга Леонтьевна, Георгий Трофимовăн мăшăрĕ — Анна Филипповна тата хĕрĕ — Эльвира Георгиевна пухăннисене чĕререн тав турĕç.

Тĕл пулу пурте пĕрле И. Степанов Г. Трофимов сăввипе кĕвĕленĕ “Тавтапуç сана, учитель!” юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика