Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсенчен çирĕп ыйтатчĕ

19 апреля 2011 г.

Георгий Трофимович Трофимов (5. 04. 1926 ç. — 3. 10. 1984 ç.) Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кушар ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Хисеплĕ ентеше Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсанах салтак шинельне тăхăнма тивнĕ: тăван халăха фашизм чуралăхĕнчен хăтарма вăрçа тухса кайнă. 1943 çулхи ноябрьтен пуçласа 1945 çулхи февраль уйăхĕччен фронтра пулнă, стрелоксен 161-мĕш гварди полкĕнче çапăçса йывăр аманнă, госпитальте сипленнĕ, “За отвагу” медале тивĕçнĕ.

Каярах Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтран вĕренсе тухнă çамрăк педагога Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме янă. Вăтăр çул ытла пĕр коллективра тăрăшрĕ вăл, çамрăксене вырăс чĕлхипе литературине, музыка никĕсне алла илме вĕрентетчĕ. Ачасенчен çирĕп ыйтатчĕ.

Пушă вăхăтра Г. Трофимов лирикăлла тата шÿтлĕ сăвăсем, такмаксем çырма, алла купăс-мандолина тытса кĕвĕсем шăрантарма кăмăлланă. Кушкă шкулĕнчи педагогсен ун чухнехи художество пултарулăх коллективĕ районти, республикăри смотрсенче те çĕнтернĕ. Фронтовик-сăвăç хайлавĕсене И. Степановпа Н. Филимонов юрра хывнă. “Тавтапуç сана, учитель”, “Юратнă учитель”, “Ытарайми тавралăх”, “Кÿршĕ хĕрĕ” тата унăн ытти юррисем итлекенсене халĕ те килĕшеççĕ. Пурăннă пулсан талантлă учителĕмĕр халĕ 85 çул тултармаллаччĕ.

Г. Трофимов сăввисем

Тавтапуç сана, учитель

Тăрăшса ăс-тăн паратăн

Çулсерен.

Кашнине ыр пурнăç çулĕ

Парнелен.

Çавăнпа кун-çул илемлĕ,

Çавăнпа эпир телейлĕ —

Тавтапуç сана, учитель

Чĕререн.

Ăшă кăмăллă, сăпайлă

Пулнăран,

Эс атте-анне пек çывăх

Туйăнан.

Çавăнпа кун-çул илемлĕ,

Çавăнпа эпир телейлĕ, —

Манас çук сана учитель

Нихăçан.

Эс ĕçре хастар пулмашкăн

Вăй кĕртен.

Çĕр-шыва чунтан савма та

Вĕрентен.

Çавăнпа кун-çул илемлĕ,

Çавăнпа эпир телейлĕ, —

Тавтапуç сана, учитель

Чĕререн.

Манас çук сана, Васильев

Манас çук Мăн Шетмĕ ялĕ

Хăйĕн паттăр ывăлне.

Манас çук сана, Васильев,

Ĕмĕрех Çĕр-шыв-анне.

Анăçра юхать Мăн Одер

Инçетре вăл Атăлтан.

Çак çула вут-çулăм витĕр

Эсĕ тухнă — пуç усман.

Урхамах çине ларсассăн

Çивĕч хĕç сан тутăхман.

Пулемет алла тытсассăн

Çĕклеймен пуçне тăшман.

Парăнман пĕччен юлсан та

Урнă Гитлер эшкерне.

Сан çине çĕкленнĕ рота —

Кĕнĕ тамăк хуранне.

Парăнман эс юн юхсан та

Пурнăçа ахаль паман.

Пирĕнпе эс çук пулсан та

Пирĕнпех халь пурăнан.

Санăн палăк чаплă, çÿллĕ

Чыс кÿрет Мăн Шетмĕне.

Манас çук сана, Васильев

Ĕмĕрех Çĕр-шыв-анне.

Юмăçсем — ултавçăсем

Алхасакан çил-тăвăл пек

Пуç çийĕнчи инкек-синкек.

Сăлтавсăр мар шакла Муççа

Васкавлăн çитрĕ юмăçа.

Малтан сĕтел çине парне

Вăл хучĕ — сар çу пек хурне.

Унтан çак килĕн хуçине

Пĕлтерчĕ хăйĕн хуйхине.

— Ман карчăк сывă мар, аран

Вăй илеймест-çке пукравран.

Такам тухатрĕ пулмалла,

Тем курмалла, тем курмалла?

Ăнланчĕ юмăç Муççана,

Ĕçлерĕ тавăрса çанна:

Мăкăртатса, вĕрсе-сурса

Тыттарчĕ вăл “эмел” туса.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика