Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн Шетмĕ паттăрĕ

08 апреля 2011 г.

Кăçал утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районтан тухнă пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильевич Васильев cуралнăранпа 100 çул çитет. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçса пуçне хунă ентеш-паттăра халалласа районти тĕп библиотека шкул ачисем валли викторина ирттерет.

1. В. Васильев хăçан тата ăçта çуралнă?

2. Ентеш комсомол путевкипе ăçта кайнă?

3. Фронта хăçан тухса кайнă?

4. Совет Союзĕн Геройĕ хисеплĕ ята хăçан тата мĕншĕн тивĕçнĕ?

5. В. Васильева ăçта пытарнă?

6. Героя асăнса ăçта тата хăçан палăк лартнă? Авторĕ?

7. В. Васильевăн çар званийĕ?

8. "Манас çук сана, Васильев!" юрă авторĕсем?

9. Герой пулма питĕ йывăр!

Чăн-чăн геройла хăть пуç хур…

Васильев — Герой! Лăпкă çывăр.

Манмастпăр сана. Эсĕ — пур!

Çак сăвă йĕркисен авторĕ?

Çамрăк тусăмăрсем! Хуравсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен районти тĕп библиотекăра йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем кĕтеççĕ. Викторинăна хастар хутшăнасса шанатпăр.

Районти тĕп библиотека.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика