Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕпремсем ку фермăпа тивĕçлипе мăнаçланма пултараççĕ

24 марта 2009 г.

Тулли мар яваплă “Волит” пĕрлешÿн Йĕпремри сĕт-çу ферминче юлашки вăхăтра пулса курман-и эсĕ, вулаканăм? Çук пулсан, кунти ĕç-пуç интереслентерет пулсан, çитсех курма тăрăш. Мĕншĕн тетĕн-и? Акă мĕншĕн.

“Мичуринец” хуçалăхăн пулнăскер, çав тери юхăнса çитнĕччĕ. Витесем витĕр Мамай çарĕ тухнă тейĕн. Ăна юсаса йĕркене кĕртме май пуррине хăшĕ-пĕри ĕненме те пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Анчах “Волит” пĕрлешÿ ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. И. Петров пĕртте апла шутламарĕ. “Тăлăх” ферма шăпи ир те каç канăçсăрлантарчĕ ăна. Тата фермăсăр ял ял-и-ха вара? Валерий Иванович çавăнпах банкран укçа кивçен илсе ăна тĕпрен юсаса çĕнетме тĕв турĕ. Шутланă — тунă. Çур сăмахранах ăнланакан подрядчик те тупăнчĕ. Пĕрле çине тăрсах вăй хучĕç. Сая каймарĕ. 8 миллион ытла тенкĕлĕх укçапа усă курчĕç. Халĕ, ав, кунти ырă улшăнусем çине пăхса тăранмалла мар. Сĕт туса илмелли çĕнĕ технологие ĕçе кĕртнĕ, ку енĕпе малалла та вăй хума ĕмĕтленеççĕ. Витене кĕрер-ха. Пĕрлешÿре мăйракаллă шултра выльăх 180 пуç тытаççĕ, çав шутра 80 ĕне. Ĕнесене витере кăкармасăр усраççĕ. Кунти микроклимат та тивĕçлĕ шайра. Апата механизациленĕ майпа валеçеççĕ, тулăх тăрантараççĕ. Сĕт сумалли зала кĕмесĕр те ан иртĕр (паллах, пуçлăхсемпе специалистсем ирĕк пани кирлех ĕнтĕ — В. Д.). Кунта пĕр доярка 12 ĕнене пĕр харăсах сăвать. Данире туса кăларнă оборудовани вырнаçтарнă. “Шанчăклă” теççĕ. Хакĕ те пурах çав. Раççейре кăлараканни вара икĕ хут йÿнĕреххине палăртаççĕ специалистсем. Паллах, технологине те çирĕп пăхăнмалла. Ăратлăха лайăхлатасси, выльăх йышне ÿстересси, йĕркеллĕ тăрантарасси, вăхăтра сăвасси пирки те манмалла мар. Çĕнĕ технологи çĕнĕлле ĕçлеме хистенине те кунсăр пуçне асрах тытмалла.

Фермăсене реконструкцилес юхăм республикăра виçĕ çул каяллах пуçăннă-ха. Халиччен 2, 3 миллиард тенкĕлĕх инвестицисем хывнă. Хамăр районтах ырă тĕслĕхсем пур. Ав, Яманакри сĕт-çу ферми те çавна май тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ, ĕне сăвакансен ĕç условийĕсем те палăрмаллах лайăхланчĕç. Халĕ тата карайсем çине тăрсах ку енĕпе вăй хураççĕ.

Йĕпрем ферминех таврăнар-ха. Ĕнесене ку витене нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче кĕртнĕ. Сунă сĕт насус пулăшнипе сивĕтмелли вырăна — танк-охладителе (вырăсла çырнăшăн, тархасшăн, каçарăр — В. Д.) лекет. Мĕн чухлĕ ырлăх?!. Ĕçлекенсемшĕн те çăмăллăх.

Ку фермăри ырă улшăнусемпе хуçалăхсен ертÿçисене, зооветспециалистсемпе фермăсен заведующийĕсене, ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсене паллаштарас тĕллевпе кунта пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче вĕсем валли ятарласа семинар-канашлу йĕркелесе ирттерчĕç. Унта район пуçлăхĕ С. А. Николаев сăмах каларĕ.

— “Волит” пĕрлешÿ 3-мĕш çул ĕçлет. Çĕнĕ технологине пурнăçа кĕртессипе вăй хунăшăн В. И. Петров ертÿçĕне пысăк тав. Хуçа пурри чăннипех сисĕнет. Пысăк утăм турăр. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хуратăр. Тупăшлă вăй хумалла пултăр сирĕн, — терĕ Станислав Андреевич.

Хĕрлĕ хăйăва касса витене кĕнĕ хыççăн семинар-канашлура, йĕпремсене ырăлăхпа ăнăçу сунса, подрядчик — тулли мар яваплă “Новые Агро Технологии Поволжье” пĕрлешÿ представителĕ В. В. Григорьев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлекен пай начальникĕ С. Н. Мясникова, республикăри патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С. И. Скворцов, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю. А. Попов, тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿ ертÿçи С. П. Иванов, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров, кунти Г. Н. Матвеев тĕп зоотехник сăмах каларĕç.

Пуçламăшĕ — пĕрремĕш утăм — пур. Çулăр такăр пултăр, ĕçĕр ăнса пытăр сирĕн, йĕпремсем!

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика