Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăлавасем хăйсен савăнăçне хăнасемпе пĕрле пайларĕç

15 августа 2008 г.

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен 13 ялтан пĕринче — пысăках мар Кăлавара, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă ентешсене сума суса лартнă палăк çывăхĕнче, ял уявĕ иртрĕ. Унта кăлавасемпе пĕрлех хăнасем те — пĕтĕмпе вара 100 çын ытла — хутшăнчĕ.

Чăн та, чăвашсен ку ялĕ пысăк мар, халĕ 41 килте 102-ĕн пурăнаççĕ, çав шутра шкул çулне çитменнисем — 5-ĕн, шкул ачисем — 15-ĕн. Çулĕсемпе хĕрарăмсенчен чи асли — Ю. Харитонова, арçынсенчен вара — Н. Н. Николаев. 17—18-мĕш ĕмĕрсенче аталанса вăй илнĕ ку ял хăйĕн уявне 2004 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнчен тытăнса çеç палăртать-ха. Ун чухне яла çут çанталăк газĕ çитнĕ. Çак ырлăхшăн Кăлавара çуралса ÿснĕ В. Н. Степанов нумай вăй хунă. Акă мĕншĕн Виталий Никитича ял çыннисем тем пекех тав тăваççĕ. Кĕçех яла асфальтлă çул та çитмелле. Н. В. Федоров Президент Указĕпе килĕшÿллĕн, ĕçмелли таса шыв кĕртес енĕпе проектпа смета документацине те хатĕрлеççĕ.

Уява хатĕрленсе, кăлавасем ял старости А. Андреев йĕркелесе пынипе пысăк ĕç тунине уйрăмах палăртма кăмăллă: урамсене çум курăкран тасатнă, пур çĕрте те тирпей-йĕрке тунă. Çакна ял çыннисемпе хăнасен умĕнче те палăртса хăварчĕ-ха Александр Петрович, ял уявне çулленех йĕркелесе ирттермеллине, вăл ентеш-тăванлăха çирĕплетме, йăх-ăрусене пĕтĕçтерме май панине асăнчĕ.

Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотекăн заведующийĕ Р. Г. Гурьева пухăннисене ял историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Раиса Гурьевна каланă тăрăх, 1858 çулта Кăлавари 38 килте 128-ăн, 1889 çулта 42 килте 167-ĕн, 1924 çулта 52 килте 255-ĕн пурăннă. Ку ял çынни Иван Захаров кĕçĕн офицер 2-мĕш Çĕпĕр полкĕн стрелокĕ пулнă. 1915 çулхи апрельте ăна хăюлăхшăн IVстепень Георги хĕресĕпе наградăланă. Çав çулхи июнь уйăхĕнчех вăл, аманнăскер, пулеметран персе тăшман атакине сирсе янăшăн çак наградăна 2-мĕш хут тивĕçнĕ.

Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине Кăлаваран 62 вăй питти тухса кайнă. Шел те, 25-шĕ мĕн ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Петровсен, Алексеевсен, Григорьевсен тата хăш-пĕр ытти çемьесенчен фронта харăсах 3—4-ăн тухса кайнă. Чылайăшĕ вут-çулăмра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн орден-медале тивĕçнĕ. Халĕ ялта вăрçăра пулнă пĕр çын та тăрса юлман. Манăçа кăлармаççĕ кăлавасем ентеш-паттăрсене. Вĕсене сума суса ялта палăк хăпартнă, ун çывăхĕнче митингсем иртеççĕ, яш-кĕрĕм чечексем хурать.

Кăлаваран ятлă-сумлă çынсем чăннипех те нумайăн тухнă. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче? Учитель-врач та, агроном-зоотехник та, ăслăлăх çыннипе ял ĕçченĕ те пур. Вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма, мăнаçланма пултараççĕ кăлавасем: ячĕ-хушамачĕсем ял историне ылтăн сас паллисемпе çырăннă вĕт-ха! Акă, Селиван Ефимов полковник хăрушсăрлăх органĕсенче ĕçленĕ. Дмитрий Иванов — хими, Юрий Степанов — техника аслăлăхĕсен кандидачĕсем. Борис Яковлев — инженер-физик. Валентина Никитина çĕр-шыври профсоюзсен XVIII сăездне хутшăннă, икĕ орден кавалерĕ. Альберт Захаров строитель — Ленинла комсомол премийĕн лауреачĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Евдокия Антонова пир тĕртекене Ленин орденĕпе наградăланă. Лидия Зорина ĕне сăвакан КПССăн XXVI сăездне хутшăнма чыс çĕнсе илнĕ. Тамара Романован — “Хисеп палли”, Валериан Гавриловăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем пур. Наум Григорьев — хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, ун юррисем Чăваш Енре анлă сарăлнă, радиопа та час-часах янăраççĕ, вăл районти культура отрасльне çĕклес тесе чылай тимленипе те паллă. Ираида Иванова спорт мастерĕ. Марина Иванова халăха вĕрентес ĕçре вăй хунă. Çак списока, паллах, малалла та тăсма пулать: вăл çулленех хушăнса пырать мар-и-ха тата?

Раиса Гурьевна (вăл ял уявне йĕркелесе пычĕ) малалла Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне А. И. Федорова сăмах пачĕ. Александр Иванович пухăннисене вырăнти ку чухнехи лару-тăрупа паллаштарчĕ, тĕллевсене палăртса хăварчĕ.

Уявра çавăн пекех ку ялтан тухнă маттурсем — хупă йышши “Тус” акционер пĕрлешĕвĕн монтаж участокĕн пуçлăхĕ В. Н. Степанов, унăн пиччĕшĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультечĕн металл шăратакан производство технологийĕн кафедрин доценчĕ, асăннă факультетăн каçхи тата заочно вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен декан çумĕ Ю. Н. Степанов (Юрий Никитич ял тăрăхĕн пуçлăхне “Ученые” ятлă кĕнеке парнелерĕ, вăл хăй — авторсенчен пĕри те, сăмах май, пĕр тăван Степановсем уява мăшăрĕсемпех килнĕ), ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В. Ф. Терентьев ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç.

Унтан вырăнти юрă-ташă ăстисен концерчĕ пуçланчĕ. Ăна Мăн Шетмĕри кану центрĕн директорĕ Луиза Митрофанова йĕркелесе пычĕ. Баянпа ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Р. Степанов вылярĕ. Юратнă ен, тăван ял, хаклă атте-анне, туслăхпа юрату çинчен хывнă юрăсем Кăлава çийĕн мăнаçлăн юхрĕç. Мăн Шетмĕ лавккинчи Светлана Васильева сутуçă вара халăха вырăна тухса куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерчĕ. Пурте чăваш сăрипе тутлă шÿрпе тутанса пăхма пултарчĕç. Уяв ял çине каç ĕнтрĕкĕ çапичченех тăсăлчĕ. “Сывлăх пулсан, Турри пулăшсан, уявра çитес çул татах пĕрле пулăпăр-ха”, ăшшăн сывпуллашрĕç кăлавасем хăнасемпе.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика