Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс, спектакль тата мини-футбол турнирĕ

11 июня 2008 г.

Июнĕн 4-мĕшĕнче алманчсем те йăлана кĕнĕ ярмаркăна ирттерсе ячĕç. Ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăçал ун программине хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2008 çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулмалли çинчен пĕлтерни çине хуравласа, Алманчра пурăнакан Юрий Владиславович Александров, Юрий Данилович Петров тата Олег Аристархович Герасимов (Шупашкарта тĕпленнĕскер) мини-футбол енĕпе пуçласа хăйсен ялĕн призĕсемпе кубокне çĕнсе илессишĕн пулакан турнира ирттерме спонсорла пулăшу кÿчĕç. Вĕсем куçса çÿрекен кубок туса хунă, призсемпе медальсем хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне унта хутшăннисем валли шÿрпе пĕçерттернĕ.

Ярмаркăна, кĕске сăмах каласа, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Г. Федорова уçрĕ. Çав ятпа “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕн хастарĕсем В. В. Николаев механизаторпа Э. Алексеева доярка Чăваш Республикин Патшалăх Ялавне çĕклерĕç.

Кун хыççăн район депутачĕсен Пухăвĕн председательне, “Гигант” ЯХПК ертÿçине В. В. Александрова сăмах пачĕç. Владимир Валерьянович, административлă çурт умĕнчи лапама пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май, çурхи уй-хир ĕçĕсен тата выльăх-чĕрлĕхе çăва кăларнин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Алманчсем кăçал çуртрисем — 675, çĕр улми 23 гектар акса-лартса хăварнă. Тĕш тырăсене мĕн пур лаптăк çине имçамласа тата минераллă удобренисемпе (вĕсене 100 тоннăна яхăн кÿрсе килнĕ пулнă) пĕрле варăнтарнă. Кĕрхи тата çурхи культурăсем хитре. Çум курăксемпе кĕрешме 75 пин тенкĕлĕх препаратсем туяннă. В. Александров ертÿçĕ Владимир Николаевпа Иван Лебедев, Валентин Николаевпа Александр Григорьев, Сергей Андреевпа Владимир Мокеев, Александр Васильев трактористсемпе Анатолий Емельяновпа Яков Афанасьев водительсем (вĕсем вăрлăх турттарнă) — çур акире, Альбина Яковлева, Венера Васильева, Эльза Алексеева дояркăсем, пăру пăхакан Надежда Илларионова, çамрăк ĕне выльăх пăхакан Зоя Алексеева хĕллехи тапхăрта ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех вăл умра тĕш тырăсемпе çĕр улмине пăхса çитĕнтерес, выльăх апачĕ хатĕрлес, акнă-лартнă культурăсене алла чипер илес, выльăх-чĕрлĕхсен продуктивлăхне ÿстерессишĕн çине тăрса ĕçлемелли пирки ас илтерчĕ. Юлашкинчен Владимир Валерьянович çур акире, выльăх-чĕрлĕхе çăва кăларас ĕçре палăрнă 23 çынна тата Алманчпа Нимĕчкасси сĕт-çу, Туçи Чуракассинчи ферма коллективĕсене укçан премисем парса хавхалантарчĕ.

Алманч пуххине пынисене çавăн пекех район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров та саламласа ыр сунчĕ.

Уявра Любовь Германовна çак кунсенче хăйсен юбилейĕсене паллă тунă е паллă тăвакан çынсен пĕр ушкăнне саламлă çырусемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ. Çак йышра Алманч ял старости Г. Н. Вашуркин та пулчĕ.

Малалла халăх, уяв программипе килĕшÿллĕн, концерт, “Алманч пикисем” конкурса курса киленчĕ. Кун хыççăн ку тăрăхри çынсем ялти кану центрĕнче “Чăн телей юратура” камит пăхрĕç. Ăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнчи артистсен пĕр ушкăнĕ лартса пачĕ. Вĕсен хушшинче Туçи Чуракассинче çуралса ÿснĕ Светлана Григорьевапа Александр Степанов (А. Пăртта) та пулчĕç. Сăмах май, ку пьесăна Александр Пăртта çырнă. Залра ларма-тăма вырăн пулмарĕ. Камит пурин кăмăлне те кайрĕ.

Çав хушăра стадионта мини-футбол турнирĕ пычĕ. Унта 4 команда вăй виçрĕ. Алманч ялĕн призĕпе кубокне çĕнсе илессишĕн пуçласа йĕркелесе ирттернĕ турнирăн пĕрремĕш çĕнтерÿçи Алманчри çамрăксен команди пулчĕ. Финалта вăл Еншик Чуллăсенчен 5:0 шутпа выляса илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта — “Гигант” ЯХПК механизаторĕсен команди.

Кăмăл тăвакансем ярмаркăра вĕри шÿрпе çиме пултарчĕç. Çапла канчĕ, вăхăта ирттерчĕ Алманч ярмаркинче халăх, ут çи умĕн вăй-хал пухрĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика