Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывпуçсем малашлăха пăхаççĕ

21 марта 2008 г.

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шывпуçĕнчи кану центрĕнче “Восток” СПКан отчетлă пухăвĕ пулса иртрĕ.

Пухăннисем умĕнче хуçалăх ертÿçи В. Тимофеев тухса калаçрĕ. Вячеслав Васильевич “Восток” СПКан тилхепине тытнăранпа шăпах çулталăк çитнĕ. Мĕнле ĕçлесе пынă-ха çак тапхăрта шывпуçсем?

Тÿрех каламалла, малтанхи ертÿçĕсенчен лайăххи сахал юлнă çав. Çуркунне сухаланă-сухаламан 240 гектар çĕр çине çуртрисем акса хăварнă. Вăрлăх пахалăхĕ япăх пулнă. Юрать-ха 80 гектар çинче кĕрхи культурăсем çитĕннĕ. Çапла вара кашни гектартан 9, 8 центнер (кĕлет виçипе) çеç тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн машинăпа трактор паркне çĕнетме тĕллев тытнă. Усă курнă Т-150К трактор туяннă. Ăна А. Владимиров тракторист уй-хир ĕçĕсем валли тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Приоритетлă “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе МТЗ-82 трактор илнĕ. Тăватă çул хушшинче пухăннă тĕрлĕрен налуксене 132 пин тенкĕлĕх, каярах пĕтĕмпе 312 пин тенкĕлĕх тÿленĕ. Çĕнĕ çула ĕç укçи парăмĕсĕр кĕнĕ. Хальлĕхе вăл 3200 тенкĕ урлă çеç каçнă пулин те, ăна малашне ÿстерсе пыма пăхаççĕ.

Иртнĕ кĕркунне 140 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă, 350 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Çакăнта В. Федоров, В. Ильин механизаторсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Пушă вăхăтра хуçалăх ертÿçи хăй те “хурçă ут” рулĕ умне ларнă. В. Тимофеев сухалакан çĕрсен лаптăкне 800 гектара çитерме пăхать.

Кăçалхи çур аки шывпуçсемшĕн кĕтмен хăна пулмĕ. Ответлă тапхăра урапаллă — 4, гусеницăллă пĕр трактор хутшăнмалла, механизаторсен кадрĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ. 410 гектар çинче ирхи культурăсем акмалла. Шел, тулă вăрлăхĕ вуçех кондицие ларман, ăна ытти çĕртен 20—30 тоннăна яхăн кÿрсе килме пăхаççĕ. Кăçал “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе “Дон-1500” комбайн туянма палăртаççĕ.

Хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те савăнмалли сахал-ха. Хуçалăх çулталăка 152 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ пулсан, выльăх-чĕрлĕх енĕпе 92 пин тенкĕ тăкак курнă. Паян фермăра пĕтĕмпе 103 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, вĕсенчен сăвакан ĕнесем 48 пуç. Малтанхи çул утă çителĕклĕ хатĕрлемен, хĕлĕпе выльăхсем ăна пĕр чĕптĕм те çисе курман тейĕн. “Ĕнесем халĕ тин юсанса пыраççĕ”, — терĕ В. Тимофеев. Иртнĕ çул 1560 центнер утă, 5700 центнер силос хатĕрленĕ. Пĕлтĕр шывпуçсем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 12 центнер аш-какай, 64 центнер сĕт кăна туса илнĕ. Çакă вăл районăн вăтам кăтартăвĕнчен 3 хут пĕчĕк. Продукцин хăйхаклăхĕ питĕ пысăк. Е. Федоровапа Л. Еперина дояркăсен ĕçне хурлаймăн, вĕсем çакна чыслăн пурнăçлаççĕ. Ĕнесене сĕт антарма пусыпка çителĕксĕр, выльăх кăшманĕ çук. Çитменнине хĕле кĕрес умĕн фермăна пыракан шыв пăрăхĕ шăнса ларнă, выльăхсене ăна пичкепе турттарса параççĕ. Кăçал ял çыннисем 5 гектар çинче выльăх кăшманĕ çитĕнтерсе пама пулчĕç. Шывпуçсен хут çинче 500 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем шутланса тăраççĕ. Анчах чылай лаптăксенчен сенажне те, уттине те илеймеççĕ. Кăçал 100 гектар клевер акма палăртаççĕ. Хуçалăх ертÿçи сăвакан ĕнесен хисепне 80 пуçа çитерме пăхать. Çакна валли мĕн пур условисем пур.

Пухура производствăпа финанс планĕпе С. Осипова бухгалтер паллаштарчĕ. Шывпуçсем кăçал 385 пин тенкĕ таса тупăш илме пăхаççĕ.

Сăнав комиссийĕн отчечĕпе унăн председателĕ Г. Иванов паллаштарчĕ. Вуншар цифра илсе пачĕ Георгий Лаврентьевич. “А. Васильев хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ чухне 32 пин тенкĕпе компьютер туяннă, вăл халĕ çук, 11 пин тенкĕ тăракан çĕр улми кăларакан копалка нимĕнле распискăсăр аяккалла шăвăннă, чукун çул вакун раминчен (12 тонна тимĕр 48 пин тенкĕлĕх) Матьшу урлă хывнă кĕпер те таçта çĕтнĕ”, — терĕ вăл.

Паян хуçалăх производствине 20 çын хутшăнать, вĕсенчен 18-шĕ отчетлă пухура пулчĕç. Чăн-чăн патриотсем тесе калас килет манăн вĕсене.

Пуху хуçалăхăн отчетлă тапхăрти ĕçне вăтам хак пачĕ, сăнав комиссийĕн отчетне çирĕплетрĕ. Унăн ĕçне Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Федорова, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Васильев, кунти Г. Матвеев тĕп зоотехник хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика