Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи пурлăха куç хывакансем

21 июня 2007 г.

Юлашки вăхăтра уйрăм çынсем пĕрлехи хуçалăх пурлăхне куç хывасси тĕл пулать. Маларах вĕсем ял хуçалăх культурисене (тĕш тырă, тырă фуражĕ тата ытти те) вăрлатчĕç, автотранспорт хатĕрĕсен пайĕсене кăларса илсе тĕслĕ металл вырăнне кайса паратчĕç. Халĕ вара урăхларах çул шыраса тупрĕç.

Акă, хăй вăхăтĕнче Алманч ялĕ çывăхĕнче “Гигант” хуçалăхăн çаранĕсемпе хăмла плантацине шăвармалли обăект пурччĕ. Паян кун вăл çук ĕнтĕ. Анчах ун тавра сарса тухнă 1, 0х1, 5 метр калăпăшлă тимĕр-бетон плитасем юлнă. Ку обăекта пăснă хыççăн çав плитасене, çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче Матьшÿ юхан шывĕ çĕре çурса ан кайтăр тесе, эрозие хирĕç кĕрешес тĕллевпе кăларса кайман, унтах хăварнă. Вĕсем пĕвепе пĕрле хуçалăх балансĕ çинче тăраççĕ.

Анчах çав пурлăха Алманч ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрисем куç хывнă, 19 тимĕр-бетон плитана кăларса килĕсене илсе кайнă, вĕсенчен тротуар йĕркеленĕ.

Ыйтас килет, çак çынсем хăйсене ырă ĕç турăмăр тесе шутлаççĕ-ши? Кун пек хăтланнăшăн вĕсене пуçран шăлмĕç, ют пурлăха çаратнă тесе, саккунпа явап тыттарĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика