20 марта 2020 г.
90 çулхи юбилей вăл пĕр ĕмĕрпе танах темелле. Тăхăр теçетке хыçа хăварса, çав çула çитсе аслă ăрурисем мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр тухман пулĕ, мĕн кăна курман. Чи хакли вĕсемшĕн — хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварни, мăшăрланса ача-пăча çуратса паянхи кун мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксемпе савăнни, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланни. Çакă аслă ăрурисене малалла пурăнма вăй-хал хушать те ĕнтĕ, телейлĕрех тăвать. Иртнĕ кунсенче Туçи Чуракасси ялĕнчи Елена Антоновна Антонова 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чунĕпе хăйне çамрăк туякан кинемее район администраци пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Л.В. Анисимова тата Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Долгов саламларĕç, Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн саламлă çырăвне тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, телей сунчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче те нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ырми-канми ĕçленĕшĕн Тав сăмахĕсем каларĕç. Александр Николевич ватă кинемейĕн кăкăрĕ çине Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă юбилей медалĕ çакса ячĕ. Хисеплĕ ватă 1930 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Пиллĕкĕн ỹснĕ вĕсем çемьере. Пурте хĕрсем пулнă. Колхозсем йĕркеленнĕ тата вăрçă умĕнхи çулсенче пурнăç условийĕсем йывăр пулнă, чылай çемьесем Çĕпĕре куçса кайнă. Елена Антоновăсен çемйи те Янаул тăрăхне 1939 çулта тухса каять. Ашшĕ, Антон Васильевич, 1905 çулта çуралнăскер, платниксен бригадине вырнаçать, амăшĕ Мария Антонова, мăшăрĕнчен виçĕ çул кĕçĕнрех пулнă, тĕрлĕрен ĕçсене хутшăнать. Анчах кунта та пурнăç условийĕсем мухтанмаллăхах пулман, вĕсем каллех 2 çул пурăннă хыççăн тăван яла килме пуçтарăнаççĕ. Свердловск хулине çитсен, вăрçă пуçланни çинчен илтеççĕ. Халăх тĕлли-паллисĕр хĕвĕшет, поезд çине ларса килме йывăрлăха кĕрсе ỹкеççĕ. Çемьере анчах çуралнă хĕр пĕрчи Роза та пулнă. Юрать-ха милици ĕçченĕсем пулăшнипе Чăваш Ене килме билетсем туянаççĕ. Яла таврăнсан, Елька ашшĕне эрнеренех фронта ăсатаççĕ. Антон Васильевич Мускав хули çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнать. 1943 çулхи ака уйăхĕнче чукун çул урлă хырăмпа шуса каçнă чухне тăшман снарячĕн ванчăкĕсем лекнипе йывăр аманать, сулахай хулсăр тăрса юлать. Госпитальте выртса тухнă хыççăн ăна киле яраççĕ. Паттăр салтак колхозра пахча çимĕç бригадине ертсе пырать. Елена Антонова 7 класс пĕтерсен тăван колхозрах вăй хурать. Хĕр пуçăн йывăр ĕçсене тиркесе тăман вăл, фермăра дояркăра ĕçленĕ, вăрмана строительство валли йывăç хатĕрлеме хутшăннă, чул кăларнă, уй-хир ĕçĕсенчен те пăрăнман. Пиçсе çитнĕ хĕр 18 çулта Мускав çывăхĕнче торф кăларма кайнă, Свердловск облаçне те пĕр тапхăр кайса ĕçленине асăнать вăл. 1964 çулта кỹршĕ каччипе Василий Мефодьевпа çемье çавăраççĕ. Василий Мефодьев 1921 çулта çуралнă. Вăрçă тухнă çул вăл Совет çарĕнче, Япони çĕршывĕ çумĕнчи чикĕре службăра тăнă, сапер пулнă. Вăрçа хутшăннă. “За отвагу”, “За боевые заслуги” тата ытти медальсем те пур. Совет Çарĕнчен вăрçă чарăнсан таврăннă. Чылай çул хушши аслă конюхра вăй хурать, юлашки çулсенче утарта хуралçăра ĕçлет. Сасси уçă, юрлама юрататчĕ. 1982 çулта çу уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă. Юратнă мăшăр 3 ача: 2 ывăлпа 1 пĕр çуратса ỹстерет. Пурте çемьеллĕ. Аслин — Алешăн 2 ача, Оля хĕрĕн те 2 ача. Вĕсем Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Саша тĕп килте пурăнать. Унăн 3 ача. Вăл хĕр шырама аякка кайман, кỹршĕ хĕрне Алисăна качча илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те “ООО ГК Эстет” организацинче вăй хураççĕ. Ватă кинемейĕн юратнă кинĕ колхозсем саланиччен бригадирта ĕçленĕ, ял администрацинче те пĕр хушă вăй хунă. Хунямăшĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ун çинчен вăл сăвăсем те çырнă. Пĕр сăввипе паллаштарма та кăмăллă: Ах, аннеçĕм эс пĕрре, Пирĕншĕн çак çĕр çинче. Пурăнсам эс пирĕнпе, Савăнтар хăв пуррипе. Лăпкаса мăнуксене, Эс ỹстертĕн юратса. Халь ларан кĕрекере, Вĕсемпе хĕпĕртесе. Савăнсам кашни кунах Эс хĕвел çути курса. Пурăн ĕмĕр юратса Çак илемлĕ кун-çула. Елена Антонова ывăлĕпе кинĕ яланах ĕçре пулнă пирки мăнукĕсене хăй ачисенчен те ытларах юратса пăхнине, ỹстернине палăртать. Вася мăнукĕ Самара облаçĕнче службăра тăрать, асламăшĕн пурнăçĕпе кăсăкланать, кĕсье телефонĕпе час-часах калаçать. Васелиса мăнукĕ хăйĕн пĕчĕк хĕрĕпе район центрĕнчен килсе савăнтарсах тăрать. Виктор мăнукĕ Алманч вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Спортпа туслă, шашка-шахмат вăййисене кăмăллать, истори предметне юратать, начар мар вĕренет. Елена Антонова — тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи. Ялта çулĕсемпе чи асли шутланать, пĕртен-пĕр салтак арăмĕ. Ял администраци тăрăхĕнче вĕсем пурĕ те пиллĕкĕн кăна. Тăхăр теçеткери кинемей чылай çамрăк курăнать. Вăл ĕç ветеранĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи, ĕçри çитĕнỹсемшĕн тĕрлĕрен медальсем 11 таран упранаççĕ, Хисеп хучĕсем те чылай. Пушă вăхăтра кĕнекесем вулать, район хаçачĕпе те туслă. — Хаçат вуламан çын чунĕпе чухăн, юлашки çулсенче çынсем ытла сỹрĕкленчĕç, вĕсем нимĕнпе те кăсăкланмаççĕ. Хăшĕ-пĕри юлашки хут хаçата хăçан алла тытнине те астумаççĕ. Эпĕ çамрăкранпах район хаçатне çырăнса илетĕп. Унăн кашни номерне хаклă çын — юлташ пек кĕтетĕп, — тет вăл. Кинемей выльăх-чĕрлĕх пăхма та ỹркенмест. Сурăхсем нумай усраççĕ, чăх-чĕпсем те пур. Хĕллехи кунсенче алсиш-чăлха çыхать, çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлет. Юлашкинчен Алиса кинĕ çырнă тепĕр сăввипе паллаштарам-ха. Пуш уйăх килсе çитсен, Çĕр çине аннем килен. Сар хĕвел хĕртсе пăхсан, Тăхăр вуннă тултаран. Вăхăт иртнĕ, сисĕнмен, Ватлăх кунĕ çулсерен Савăнăçпа кăна килсен Эс телейлĕ пуринчен. Пирĕн телей эс пурри, Мăнуксем çумра ларни. Пурăн эсĕ 100 çулччен, Савăнтар чун-чĕререн.
А. Николаев.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)