27 марта 2020 г.
Трак тăрăхĕнче ача-пăча кĕнекин эрни иртнĕ. Çак мероприятие çулсеренех Раççейре ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасен вулавне аталантарасси, ача-пăча литературине сарасси. Уявăн кашни кунне литературăпа асăну датисене халалланă, çавăн пекех ун чухне интереслĕ çынсемпе тĕл пулусем ирттерме палăртнă. Пуш уйăхĕн 16—21-мĕшĕсенче Алманч ялĕнчи тата шкулĕнчи библиотекăсенче ача-пăча кĕнекин эрни иртнĕ. Мероприятин пĕрремĕш кунĕнче 1,3,4-мĕш классенче вĕренекенсем К.И. Чуйковскин “Айболит”, “Бармалей” кĕнекисем тухнăранпа 95 çул çитнине халалланă “Любимых детских книг творец” литература каçне хутшăннă. Вулакансем чаплă ача-пăча юмахçин тата ырă çыннăн кĕнеке çĕршывĕнче кăсăклă çул çỹревре пулнă. Шкул ачисем К. Чуковскин юмахĕсемпе ỹкернĕ мультфильмсемпе паллашнă, “Чудо-дерево”, “Федорино горе”, “Айбольница” конкурссенче тупăшнă, “Мир сказок Корнея Ивановича Чуковского” кĕнеке куравĕпе киленнĕ. Эрнелĕхĕн иккĕмĕш кунне Алманчсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тата халăх художникĕ К.В. Владимиров çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа “Илемлĕх ăсти” искусство сехечĕ ирттернĕ. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Т.Ю. Григорьева вулакансене “Ỹкерчĕксенче тăван сăнсем” презентаци урлă художникăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă, вĕренекенсене ăстаçăн ĕçĕсемпе паллаштарнă. Климентий Владимиров хăйĕн ĕçĕсенче (“Проводы на войну”, “Новый день”, “Счастье матери”, “Сыновья” т.ыт.те) тĕп сăнара — чăваш хĕрарăмне — ăш пиллĕн сăнарласа кăтартнă. Ача-пăча кĕнекин виççĕмĕш кунне 4-мĕш класра вĕренекенсем “В королевстве детских книг С. Маршака” литература каçне хутшăннă. Вырăс поэчĕн, драматургăн, куçаруçăн, ача-пăча çыравçин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, “Сказка о глупом мышонке”, “Сказка об умном мышонке” хайлавсене пăхса тухнă. Мероприятин тăваттăмĕш кунĕнче “Подари книге вторую жизнь” пултарулăх мастерскойĕнче ачасем кĕнекесемпе усă курмалли правилăсене тытса пырсан тата вăхăтра юсасан вĕсен пурнăçне малалла тăсма пултарасси пирки пĕлнĕ. О. Долгова библиотекарь скотч, хут, çилĕм, хачă, ластик урлă кĕнекесене иккĕмĕш пурнăç парнелеме май пуррине кăтартнă. 2-мĕш класра вĕренекенсем тăрăшса та тирпейлĕн ĕçленĕ: кĕнекесен хуплашкисене, страницăсене çыпăçтарса çĕнетнĕ. Ача-пăча кĕнекин эрнин пиллĕкмĕш кунĕнче Алманч ялĕнчи тата шкул библиотекисенчи вулакансем “Единый день чтения в Чувашской Республике” акцие хутшăннă. 6-мĕш класра вĕренекенсем В. Распутинăн “Уроки французского” кĕнекине суйланă. Мероприяти пуçламăшĕнче библиотекарь ачасене çыравçă биографийĕпе паллаштарнă. Хăюлăхпа, ырăлăхпа, пурнăç урокĕпе çыхăннă “Уроки французского” калава вĕренекенсем илемлĕн вуласа тухнă хыççăн тĕп герой пурнăçĕпе шăпине пăхса тухнă, ырăпа усаллăх çинчен шухăшланă. Вулава килте тата вырăс литератури урокĕнче малалла тăснă. Çулсеренех ача-пăча эрни ирттересси ỹсекен ăру валли, чăнах та, усăллă. Ачасем кĕнеке, музыка, живопись, анимаци, искусство тĕнчи урлă аталанаççĕ, хăйсен тавра курăмне анлăлатаççĕ. Ахальтен мар вулав çурчĕсем хăйсен умне питĕ кирлĕ тĕллевсем лартаççĕ. Ачасен вулас кăмăл-туйăмне çĕклесси, ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне библиотекăсен усăллă миссийĕ çинчен аса илтересси, хальхи культура ĕçченĕсемпе паллаштарасси — çаксене пурте библиотекăсем анлăн туса пынине палăртмалла.
Т. Филиппова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)