Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Осуществляя республиканский социально значимый проект. Проект “Современное село — цель национальных проектов”.

07 апреля 2020 г.

Осуществляя республиканский социально значимый проект. Проект “Современное село — цель национальных проектов”.

Трак тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Паянхи номерте вулакансемпе çул çỹреве тухса шăпах вĕсемпе, Красноармейски районĕнчи культура тытăмĕнче вăй хуракансемпе, тĕл пулăпăр. Нумаях пулмасть артистсем хăйсен ăсталăхне"Аслă Çĕнтерĕве - тайма пуç!" театр, музыкăпа поэтика марафонĕнче кăтартрĕç.

Аслă Çĕнтерĕве — тайма пуç!

 

Çĕнтерỹ пĕр аслă юрă,

Пĕр уяв пек пуличчен

Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ —

Пуçĕпе пĕтни миçен!..

П. Хусанкай, “Салтак сăмахĕ”.

 

Вăрçă! Çак усал вăрçа пула мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлман-ши? Аслă Çĕнтерỹ çулне мĕн чухлĕ çын туптаман-ши? Ватти те, вĕтти те, арçынĕ те, хĕрарăмĕ те — пурте пирĕн савăнăçлă пуласлăхшăн тăрăшнă.

1941—1945 çç. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине асра тытас тĕллевпе тата Совет халăхĕ фашизма çĕнтерни 75 çул çитнине палăртса районта “Аслă Çĕнтерĕве — тайма пуç!” пысăк пĕлтерĕшлĕ театр, музыкăпа поэтика марафонĕ кĕрлесе иртрĕ. Унта Красноармейски районĕнчи клуб учрежденийĕсен драма коллективĕсем питĕ тăрăшса хутшăнчĕç.

Мероприятие Трак енри “Центр развития культуры” МБУКăн тата районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем: çамрăксен патриотизм туйăмне тата граждан позицийĕн активлăхне йĕркелесси; çарпа патриотизм темипе çыхăннă илемлĕ сăмаха тата драматургие сарасси; çарпа патриотизмлă драматурги урлă ỹсекен ăрăвăн патриотизм туйăмне çĕклесси; талантлă юрăçсемпе сăвăçсене, коллективсене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.

Марафонăн программине спектакльтен (драма, мелодрама, комеди т.ыт.те) илнĕ пĕр сыпăк, инсценировкăланă юрă е сăвă т.ыт. те кĕртнĕ.

Тĕрлĕ енлĕ ĕçсемпе конкурсра пултарулăх коллективĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха.

Мероприятие пĕрремĕш Чатукассисем “Çĕр пỹртре” сценкăпа уçрĕç. Пултарулăх ăстисем — А. Кузьмин, Н. Кудряшова, И. Ефремова, Г. Егорова, В. Николаева (ушкăн ертỹçи) — вăрçă çулĕсенчи пĕр тапхăра ĕненỹллĕ кăтартса пачĕç.

Кĕçĕн Шетмĕри “Романтики” тата ачасен “Буратино” халăх театрĕсен артисчĕсем “Вăрçă ачисем” нумай енлĕ композицие жюри членĕсем умне кăларчĕç. Театр ертỹçи А. Бажбенова ушкăна тĕплĕ хатĕрлени хаклакансене те палăрмаллах килĕшрĕ.

Еншик Чуллăри “Энжей” ушкăн (ертỹçи — С.В. Михайлова) “Вăрçă витĕр тухнă юрăсем” номинацие хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Татьяна Данилова С. Асамат çырнă “Тăлăха юлнă салтак арăмĕн тав-хỹхлевĕ” сăввине калама май çук вăйлă вуласа чуна тивертрĕ:

“1418 кун —

Эпĕ кĕтрĕм сана.

1418 кун —

Эс сыхларăн мана.

Хỹтĕлерĕн — эпĕ сывă,

Кĕтрĕм-кĕтрĕм — эс çук.

Вăрçăра пуçне хунă

Салтака манăç çук”.

Алманчри “Кăмăл” пултарулăх ушкăнне Э. Петровăпа А. Григорьева ертсе пыраççĕ. Вĕсем “Салтак шăпийĕ тăварлă” музыкăпа поэтика композицие театрализациленĕ. Асăннă сценкăри салтак юррине арçынсем юрласа ярсан залра ларакансен куçĕсенчен вĕри куççулĕ шăпăртатсах юхса анчĕ. Мăшăрĕпе сыв пуллашакан сăмахĕсем те жюрисен чун-чĕрине хускатса ячĕç.

Тусайри “Кăмăлпа” “Упи ен” пĕрлешнĕ ушкăн (ертỹçи — Н. Федорова) “Шăпчăк юрлать, салтак канать” юрăллă-ташăллă, сăвăллă-кĕвĕллĕ композици кăтартса куракансене савăнтарчĕç. Вĕсем — чăн та, пултаруллă артистсем, сăвăсем каларĕç, чăваш тата вырăс юррисене юрларĕç, тĕрлĕ халăх ташшисене ташларĕç.

Çавăн пекех тивĕçлĕ шайра хăйĕн ăсталăхне “Карай ен” пултарулăх ушкăнĕ те (ертỹçи — Л. Платонова) кăтартса пачĕ. “Çĕнтерỹ çулĕпе” сценкăра вылякансем чăваш халăхĕн вăрçă умĕнхи, вăрçă чухнехи вăхăтсене сăнласа пачĕç. Н. Григорьева И. Лепин поэт çырнă “Надежда” сăввине çав тери илемлĕ вуласа панине уйрăммăнах палăртса хăварас килет. “Надежда” ташă ушкăнĕ вара “Амăшĕн сăмахĕ” юрăпа мероприятин тĕп шухăшне ташă хусканăвĕсенче килĕшỹллĕн те витĕмлĕн уçса пачĕ.

Мăн Шетмĕри “Шурăмпуç” (ертỹçи — Л. Митрофанова) ушкăн сцена çине “Кĕт мана, эп таврăнатăп!” композиципе сцена çине тухрĕ. З. Викторова, В. Петров, Г. Власова, Л. Петрова, Р. Герасимова, Г. Алексеева, çавăн пекех шкул ачисем — Даша Васильева, Татьяна Степанова, Лиза Львова, Никита Яковлев — çав тери чун-чĕрене пырса тивмелле вылярĕç.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă “Аслă Çĕнтерĕве — тайма пуç!” театр, музыкăпа поэтикăллă марафона тата Асăнупа мухтав çулталăкне халалланă мероприятие Пикшик кану çурчĕ çумĕнчи “Шанчăк” (ертỹçисем — Л. Иванова, А. Иванов) пултарулăх ушкăнĕ "Тискер вăрçă ан пултăр нихăçан!” çав тери тăрăшса хатĕрленнĕ концерт программипе чĕрене тыткăнларĕç. Лидия Иванова хăй илемлетсе çырнă “Амăшĕн чĕри” монолога витĕмлĕ вуласа чуна тивертрĕ:

“Çурхи лăпкăччĕ вăл каç, чуна çунтарса вăй вылятчĕç çăлтăрсем, шăпчăксем юр юрлатчĕç... Тин çеç шкул пĕтернĕ каччăсемпе хĕрсем пуласлăх çинчен, юрату çинчен ĕмĕтленетчĕç. Анчах та пурнăçланаймарĕ вĕсен ĕмĕчĕ. Вăрçă татрĕ... Хăрушă вăрçă!

Мĕн чухлĕ куççуль тăкăнчĕ çак вăрçăра?! Вĕсем яланлăхах пирĕнтен, кам вун сакăр çулта, кам — çирĕмре, кам — вăтăрта — уйрăлса кайрĕç...

<...> Кĕрхи çанталăк. Пĕр чарăнмасăр витререн шыв тăкнă пек çумăр çăвать. Картиш алăкĕнчен почтальон кĕчĕ, кĕтнĕ çыру тыттарчĕ. “Тепĕр уйăхран киле килетĕп”, — тенĕ.

Миçемĕш кун кĕтетĕп ĕнтĕ сана, ывăлăм. Кĕт тесе çыртăн та, халĕ те таврăнаймастăн. Пĕр каç та кан-лĕн çывăраймарăм, кунĕн-çĕрĕн сан çинчен шутлатăп. Саншăн кăна пурăнатăп... Ывăлăм, тата нумай кĕттеретĕн-ши мана? <...>

...Акă, мана хирĕç пĕр ĕмĕлке килет. Чим-ха, ку пирĕн почтальон, тен, вăл мана валли савăнăçлă хыпар илсе килет?

...Ывăлăм!..”

Пикшикри культура çурчĕ çумĕнчи “Шанчăк” пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем “Вăрçă витĕр тухнă юрăсем” номинацире “Сердце матери”, “Молитва”, “Венский вальс”, “Защитники Отечества” тата ытти юрăсене хитрен шăрантарчĕç, илемлĕ ташăсем ташласа куракансен кăмăлĕсене уçрĕç.

Çак мероприятие йĕркелекенĕ — районти культура çуртĕнчи халăх театрĕн ертỹçи К.И. Васильева. Вăл асăннă уява пысăк хак пачĕ. Аслă Çĕнтерĕве тата Асăнупа мухтав çулталăкне халалласа ирттернĕ театр, музыкăпа поэтика марафонĕ пирĕн пурнăçра анлă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ:

“Пирĕн Раççейре темĕн тĕрлĕ те уяв пур. Çавах та Çĕнтерỹ уявĕ вăл вĕсемпе пĕринпе те танлашма пултараймасть. Мĕншĕн тесен Çĕнтерỹ уявĕ вăл — куççуль, юнпа тăвар витĕр аланса тухнă уяв. Мĕн чухлĕ çынна хуйхă кăтартман-ши вăл? Çавăнпа та Çĕнтерỹ пирĕн пурнăçра пысăк та аслă вырăн йышăнса тăрать. Маншăн вăл — чи пысăк уяв.

Вăрçă халăха нумай хуйхă кăтартни пирки, вăрçă çулĕсене асра тытмалли, Çĕнтерỹ çăмăллăн килменни пирки те хамăрăн ачасене каласа кăтартса хăварас килет.

1941—1945 çулсем мĕн тери нушаллă та йывăр пулчĕç пирĕн халăхшăн. Кăçал çакă хаяр вăрçăра тăшмана çĕнтерни 75 çул çитнине паллă тăватпăр.

Хамăрăн чăваш йăли-йĕркине, тăван чĕлхене, юрри-ташшине, эпир вĕсене мĕн тери хисепленине, манманнине, ĕлĕкхи пурнăçа хамăрăн ачасене кăтартса парас килет. Çавна пирĕн, халь пурăнакансен, тумасан — пулас ăру кайран пĕлейĕ-ши вĕсене? Манăн питĕ ашшĕ-амăшĕсене калас килет: тархасшăн, тăван чĕлхене, хамăрăн юрă-ташăсене, пурнăç йă-ли-йĕркисене хăвăрăн ачăрсене вĕрентсе хăварăр.

2020 çул паллă пулăмсемпе пуян: Чăваш автономийĕ 100 çул тултарать, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерни — 75, Красноармейски районне — 85, “Трак ен” ентешлĕх йĕркеленнĕренпе — 25 çул. Районти мĕн пур пултарулăх ушкăнĕсем хăйсем ирттерекен уявсене тăван халăха хаваспах кĕтеççĕ. Мĕн тери пултаруллă çынсем вăй хураççĕ пирĕн хушăра. Вĕсене, хăйсен чунне парса ĕçлекенсене, хисеплесчĕ, вĕсен ĕçĕсене курса савăнасчĕ пирĕн.

Пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпăр, ачасемпе савăнса пурăнмалла пултăр, малашлăх çутă та таса, чĕрере лăпкăлăх пултăр, шутлани пурнăçланса пытăр, тỹпе яланах тăрă та таса пултăр”.

Жюри членĕсем коллективсен чи лайăх номерĕсене суйласа илсе çитес вăхăтра иртекен 1941—1945 çç. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине асра тытас тĕллевпе, Совет халăхĕ фашизма çĕнтерни 75 çул çитнине палăртса тата Асăнупа мухтав çулталăкне халалланă “Аслă Çĕнтерĕве — тайма пуç!” театр, музыкăпа поэтика марафонĕн пĕтĕмĕшле концерт программине кĕртнĕ.

Жюри членĕсемпе — Т. Ефимовăпа, С. Васильевăпа, М. Ивановапа, Р. Казаковăпа, К. Васильевăпа, Н. Никоноровпа — пĕрле манăн та çак анлă пĕлтерĕшлĕ мероприятире пулма тỹр килчĕ. Çав тери тăрăшса хатĕрленнĕ культурăпа кану çурчĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем! Вĕсем ăста та чăн пурнăçри пек выляса кăтартни пурин чĕрисене те тыткăнларĕç. Пирĕн, хальхи тата пулас ăрăвăн, Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннисене те, тыл ĕçченĕсене те, вăрçă ачисене те — нихăçан та манас марччĕ, вĕсен паттăрлăхне, çутă та таса пуласлăхшăн чунне парса çапăçнине яланах асра тытасчĕ.

Ăсталăх çыннисемпе, вĕсен пултарулăхĕпе паллашма май панишĕн марафон йĕркелỹçисене пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Т. Филиппова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика