24 января 2020 г.
Александров хушамат маншăн яланах çывăх. Мĕншĕн? Алманч тăрăхĕнчи Нимĕчкассипе Туçи Чуракассинчи ятлă-сумлă çынсем Дмитрий Александрович Александров (20.11.1932 ç.) матроспа Николай Александрович Александров (16.10.1923 ç. — 18.01.2020) танкист пурăннипе тата халăхшăн иксĕлми вăй-хал хунипе çыхăннă вăл. Тĕрĕссипе, пĕри — çыравçă, тепри тимĕрçĕ пулнипе ырă йĕр хăварнă, паян та тăван тăрăхра пысăк хисепре, ăш пилĕхлĕ чунра. Вулакан астăвать ĕнтĕ, Д. Александров уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин темипе кĕнеке хыççăн кĕнеке калăпларĕ. Вĕсенчен пĕри — “Тăван çĕршывшăн” ятпа 1998 çулта “Ял пурнăçĕ” кĕнекинче 1787 экземплярпа çапăнса тухрĕ. Паллах, 15 листаллă çỹхе хуплашкаллăскер, вăл Туçи Чуракассинчи Н. Александров танкист-салтак кун-çулĕпе паллаштарать, кĕнеке авторĕ “Ум сăмахра” “Тăван çĕршывшăн çапăçса юн юхтарнă паттăр салтаксем. Вĕсем çинчен пирĕн çыравçăсен çырмалла, çырмалла татах çырмалла”, тесе чĕнсе калать. Çапла, ĕмĕт-шухăшĕ паян та чĕрĕ, янăравлă 17 кĕнеке авторĕн, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн (1996 ç.) тата Чăваш Республикипе Раççейри çыравçăсен пĕрлешĕвĕсен йышĕнче — Мĕтри Александровăн. Унăн Н. Александровăн иртнĕ вăрçăри çулĕсемпе кунĕсем тавра сыпăнтарнă “Тăван çĕршывшăн” кĕнекине икĕ хутчен вуласа тухрăм эпĕ. Тата Туçи Чуракассинчи салтак-танкист килĕнче пулни те, унпа юнашар ларса сăмах хутаççине сỹтни те асрах маншăн. Паттăр чĕрĕ, куçĕсем çивĕч, хăлхисем çеç витĕрех мар, яланхи пекех чуна уçса йăл кулăпа калаçать. Çỹлерех асăннă кĕнеке шухăш-кăмăлĕ тавра кĕскен те пулин çыхăнтартăм хам калассине тата вулакансене пулăшас та килчĕ. Иртнĕ вăрçă çулĕсем Н. Александровăн 1942—1945 тата ун хыççăнхи 1946—1947 çулĕсемпе çыхăннă, Т-34 танкпа çỹреме хăнăхнă йышра пилĕк çын пулсан, механик-водителĕ Николай Александров — пĕртен-пĕр чăваш. Тепĕр виççĕшĕ — танк çумне çирĕплетнĕ пехотинец-десантниксем. Вĕсем пурте 1-мĕш танк çарĕн 20-мĕш механизациленĕ бригадинче. Уйрăмах 1943 çулхи июнĕн 4-мĕшĕ каçхине механизациленĕ Бригадăна васкавлă приказ çитни пирки, ку вăл “ыран ирхине наступление каймалла” тени тавра сыпăнтаратăп сăмаха. — Белград хули еннелле наступление куçрăмăр. Пире хирĕç нимĕçсен “Адольф Гитлер” ятлă дивизийĕ тăрать. Вĕсен “Тигр” йышши танкĕ 88 миллиметрлă тупă тата икĕ пулемет вырнаçтарнăскер, брони те 10 сантиметр хулăнăш, танкĕ хăй 63 тонна таять, — аса илет фронтовик-танкист. — Тăшманăн тата Т-III, Т-IV, Т-V “пантера” ятлисем те пулнă. Асăннă тытăçура Н. Александровсен ротăри танкĕсем нимĕçсен 15 танкне çунтарса яраççĕ. Çав тери хăрушă çапăçу, çав тери манăçми тытăçу... Утасрах снарядсем ухлатса çурăлаççĕ, “Мессершмитсем” çине-çинех бомбăсемпе ăшалаççĕ. Ентеше сулахай тăнлавран мина ванчăкĕ амантать. Ăна, тăн çухатнăскере, Шапалов стрелок-радист танк ăшĕнчен сĕтĕрсе кăларнă иккен... Госпиталь хыççăн Орелпа Курск хулисене тата Прохоровка ялне нимĕçсенчен тасатнă çĕре хутшăнать Н. Александров. 1943—1944 çулсенче “Белгород — Харьков”, “Житомир — Бердичев” операцисенче тытăçать танкист. 1944 çулхи январь уйăхĕнче суранланать, юрать-ха, çăмăлтарах... — Днепр юхан шывĕ урлă каçма йывăртарах пулчĕ. Уйрăм вырăнсенче унăн сарлакăшĕ 3 çухрăм çурăна çитнĕ теççĕ. Саперсем хывнă понтон кĕперсем пулăшрĕç пире. Варшава хулине нимĕçсенчен тасатни те манăçми маншăн, — вуланаççĕ кĕнекери йĕркесем. — Мĕн чухлĕ ял-хулана фашистсен тыткăнĕнчен çăлман пулĕ... Пирĕн чаç 1-мĕш Белорусси фронтĕнче те нимĕçсене тустарнă. Варшава çывăхĕнче аэродромран нимĕçсен çỹллĕ шайри начальникĕсемпе вĕçсе тарма хатĕрленнĕ “Хейнкель-111” самолетне персе антарма хутшăннăшăн ентеше Хĕр-лĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Тата Польша çĕрĕ çинче Н. Александров тепĕр хут аманать. — Тăшман хирĕç тăрать. Апла пулин те Берлина кĕмелли çула ытти çарсем валли уçса патăмăр. 1945 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче эпир те хамăр танксен тупписемпе рейхстага тĕллесе петĕмĕр. Апрелĕн 30-мĕшĕнче рейхстага штурмлама тытăнтăмăр, — аса илет Хĕрлĕ ялавлă, Ленин, Суворовпа Кутузов тата Богдан Хмельницкий орденĕсене тивĕçнĕ 20-мĕш механизациленĕ бригадăн механик-водителĕ Туçи Чуракассинчи Н. Александров. — Эпир Тăван çĕр-шывшăн çĕнтертĕмĕрех... Автортан: Николай Александров танкистăн кун-çулĕ кăрлач уйăхĕн 19-мĕ-шĕнче татăлчĕ. Ятлă-сумлă çыннăмăр, хисеплĕ тимĕрçĕ канлĕ çывăр, пире аса ан ил. Сире эпир нихăçан та манмăпăр.
Г. Тусли.