17 декабря 2019 г.
Кĕçех Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарса çитет. Çавна май раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине Алманч тăрăхĕнчи Хĕл Мучисем — Л.И. Григорьева (Супар ялĕ), Л.В. Егорова (Вăрманкас Чуракасси), В.А. Аврамов ял старости (Нимĕчкасси), А.И. Кириллова (Алманч), Юр пикесем — М.И. Павлова (Алманч), А.Ф. Григорьева Алманчри культура çурчĕн, Э.Е. Петрова Шывпуçĕнчи кану çурчĕн ĕçченĕсем, А.И. Аврамова (Нимĕчкасси) тата О.В. Долгова Алманчри библиотекарь сысна çури сăнарĕпе, А.А. Фомин “урхамах” хуçи (водитель) хăйне евĕрлĕ хавас программăпа çакăнти ĕçченсене, “Красноармейское” техника инвентаризацийĕн бюровĕнче тăрăшакансене тата çывăхри организацисенче вăй хуракансене хавхалантарса ырă кăмăл çуратрĕ. Пурте пĕрле юрларăмăр, ташларăмăр, сăвăсем каларăмăр. Кучченеçсĕр те юлмарăмăр. Ушкăнпа сăн ỹкерĕнтĕмĕр. Тавтапуç Хĕл Мучисемпе Юр пикесене çакăн пек хаваслă уяв йĕркеленĕшĕн. Çакăн пекех Карай тăрăхĕнчен те килсе çитрĕç пирĕн пата хăнана Е.П. Филиппова (Хĕл Мучи, Çырмапуç), К.В. Иванова (Юр пике, Карайри культура çурчĕн менеджерĕ), С.Ю. Владимирова (юмахри тухатмăш карчăк, Кỹлхĕрри), Л.Ю. Платонова (кикимора) тата “урхамах” хуçи — И.В. Филиппова (Çырмапуç) пуян программăпа савăнтарчĕç. Флешмоб кăтартрĕç. Ĕç-ленĕ вăхăтра çынна кăштах кантарас тĕлĕшпе хатĕрленĕ программа пурин кăмăлне те кайрĕ.
М. Романова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)