12 ноября 2019 г.
Туçи Чуракасси ялĕнчи Тури урамра ытларах кирпĕчрен купаланă çуртсем. Вăрçă хыççăнхи çулсенчи йывăç пỹртсем те пур-ха. Вĕсенчен пĕринче, ыттисем пек капмар мар пулин те, амăшĕпе пĕрле тăваттăмĕш теçеткене пусăмланă ывăлĕ шăкăлтатса пурăнаççĕ. Зоя Ананьевăпа Сергей Васильевич иккĕшех мĕн пур ĕçсене çынран юлмасăр пурнăçласа пыраççĕ. Кăçалхи март уйăхĕн вĕçĕнче кăна 44 çул тултарнă Сергей Васильев — ялти хусахсен шутĕнче. Тур çырни хапха умнех килессе шанса пурăнать вăл. Хĕвеллĕ те ырă çурхи кунра çуралнăскер, хăй те чипер ку каччă. Хаваслă сăн-питлĕ, шỹтлеме юратаканскер, чун уçмаллăх купăс калама пĕлет. Такмакласа ташламалăх купăсĕпе çемĕсене аванах кăларать вăл. Ялта туй пулса иртет-и, е çамрăксене салтака ăсатмалла-и, Сергей яланах кĕтнĕ хăна. Вăл çеç-и, ăста купăсçăна юнашар ялсенчен те йыхравлаççĕ. Ỹркенсе тăмасть, хаваспах хутшăнать вăл, илемлĕ кĕвĕсем каласа ял-йыша савăнтарать. Тунсăхлама вăхăт та çук унăн. 75-ри ватă амăшне пур ĕçре те пулăшать. Вăл туман ĕç те çук килте. Апат-çимĕç пĕçерме те пултарать, кукăль-икерчĕне те пĕçерме аванах пĕлет. Хусах каччă тирпей-илеме кăмăллать. Пỹртре кăна мар, урам, кил-карти тата пахча йĕри-тавра çỹп-çап таврашĕ кураймăн вĕсем патĕнче. Хăрăк йывăç турачĕсене те хăш-пĕрисем пек çырмана кайса пăрахмаççĕ, çуллахи вăхăтра лаçра вучах чĕртсе хуран яшки пĕçереççĕ. Ватăрах çынсем кун пек апат тутине астăваççĕ пулĕ-ха. Сергей Васильев 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Ача чухне вăл аварине лексе аманнă, çапла май çара каяйманшăн пăшăрханать. Халăх хисеплет ăна, çуллахи вăхăтра чылай çемьене ĕне, сурăх касăвĕсене кайса пулăшать, пĕччен ватăсене вутă-шанкă тирпейлесе пама, юсав ĕçĕсене пурнăçлама та ỹркенмест. Пушă вăхăтра пулла çỹрет, юратнă купăсне те алăран ямасть, илемлĕ кĕвĕсем каласа тунсăха сирет.
А. Николаев.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)