17 сентября 2019 г.
Çав ятпа Алманчри ялти вулавăшра уяв иртрĕ. О. Долгова библиотекарь вырăнти шкулăн 4-мĕш класĕнче вĕренекенсене “Загадки заколдованного леса” праçнике йыхравларĕ. Вăл вĕренекенсене вăрман пĕлтерĕшĕ, унта пурăнакан чĕр чунсем, çитĕнекен ỹсен-тăрансем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ачасем С. Махотинăн “Прогулки по лесу” кĕнеки тăрăх çул çỹреве тухнă, “Лесная чаща”, “Цветочная”, “Загадки леса”, ытти викторинăсене хутшăннă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)