15 октября 2019 г.
Çын хакĕ... Паллах, халăх ырлăхĕшĕн тата тăван тăрăх пуласлăхĕпе аталанăвĕшĕн чун-чĕре хăвачĕпе тăрăшакан çын çеç тивĕçлĕ ăна. Ял-йыш хисепĕпе тата ят-сумĕпе çыхăннă вăл. Çав сумлă, пултаруллă тата хисеплĕ йышра Туçи Чуракассинчи вăтамрах çан-çурăмлă, кăмăл ăшшипе сăмахлакан, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн Алманч тăрăхĕнчи общество корреспонденчĕ Аврам Николаева палăртасшăн эпĕ. Тăван “Гигант” хуçалăх тĕрекĕшĕн вăтăр çул ытла тĕп бухгалтерта вăй хунă Аврам Николаевич, халь сакăр теçеткене çывхарса пырать пулин те, кил-йышра та, ял-йышра та хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, пуçарулăхĕпе çуталса тăрать тесе каласшăн эпĕ. Чăн малтанах Алманч ял тăрăхне кĕрекен Алманч, Вăрманкас, Ни-мĕчкасси, Супар тата Туçи Чуракасси ялĕсенчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн “тилхепине” тытса пынипе ырă йĕр хăварать вăл. — Манăн тăван ялăмра, Туçи Чуракассинче, 114 кил шутланса тăрать. Вĕсенчен çурринче пурăнакан, пỹрт-çурта кĕрен-тухакан çук, паллах... Çавах та ял пуласлăхĕ, унăн малашлăхĕ канăç памасть мана. Ватлăхра та ял сывлăшĕпе сывлатăп. Пурăнах, тăван кĕтес... — калаçăва сыпăнтарать А. Николаев. — Ыранхи кун канăç памасть, паллах. Чунри тепĕр паха енĕ те пур кăмăллă, ăш пиллĕ арçыннăн. Вăрттăнлăхĕ _ районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн чи çывăх тус-юлташĕ пулнипе. Туçи Чуракассинчи А. Николаев летчик-космонавт урамĕнчи тăпăл-тăпăл кил-çуртра пурăнакан ватă сĕтел çине район хыпарçин тĕркисене сарса хучĕ. Пĕр-пĕр вулавăшри пекех, тĕрлĕрен çулсенчисем вĕсем, хăшĕн-пĕрин страницисем сарăхнă та... — Пĕлетĕр-и, 2014 çултанпа çыратăп райхаçата... Юратса вулатăп, паллах. Ку çеç-и тата? 2014 çултанпах туслă, уйрăлми çыхăну тытатăп унпа. Сăмахран, 2016 çулта çеç ял çыннисен пурнăçĕпе, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă 35 статья çаптарса кăлартăм. — Паллаштарам-и? Аврам Николаевич хăй çуралнă, ачалăхĕпе яшлăх тата ватлăх çулĕсемпе çыхăнтарнă тăван кĕтесĕпе чăннипех мăнаçланать. Уйрăмах уншăн чăвашсен хальхи паллă драматургĕ тата республикăри Çамрăксен театрĕн пултаруллă артисчĕ Александр Степанов-Пăртта çывăх. — Ашшĕпе, Иван Степановпа, эпир пĕр вăхăтра çуралнă, ял каччисем пулнă. Аслашшĕне ялта Çапук пичче тесе чĕнетчĕç. Чăн та, А. Степанов-Пăртта драматург, артист, сăвăç тата çыравçă пулнишĕн ял халăхĕ савăнать, мăнаçланать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ ентешĕм. Акă, “Ял унпа мăнаçланать” (райхаçатăн иртнĕ çулхи 28-мĕш номерĕ) статьяна вуласа пăхăр-ха, — хаçат тĕркисене ман паталла куçарчĕ райхаçат тусĕ. Çапла, А. Пăртта 1963 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ евĕрех çамрăклах сăвăсен ытамĕнче вăй илнĕ, каярах пьеса хыççăн пьеса калăпланă, калăплать те... — Учитель профессийĕ çĕр çинче авалхи ĕçсенчен пĕри. Алманчри вăтам шкулта чылай çул тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă Людмила Петровна Николаева пирки "Амăшĕн çул-йĕрне малалла тăснă" ("Яп", 2018 ç.,74 №) материалта паллаштартăм эпĕ. Канăçсăр çын вăл, чăннипех те. Л. Николаева (Короткова) 1933 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Васнар ялĕнче кун çути курнă, — сыпăнтарчĕ сăмахсене А. Николаев. — Людмила Николаевнăпа Виталий Николаевич килĕнче иккĕшех. Ырă ĕçĕпе халăхпа ялан юнашар вĕсем. Ватă çын тăватă çын текен сăмахсен пĕлтерĕшне чун ăшшипе тата кăмăл-туйăмпа çирĕплетет райхаçатăн общество корреспонденчĕ. Алманч тăрăхĕнчи аслă ăру çыннисене çуралнă кунĕсемпе тата юби- лейĕсемпе тав туса райхаçатра материалсем çырса кăларма манмасть. Кашнин ят-хушаматне, паллах, ялсем тăрăх, ĕç сĕтелĕнче упрать. “Кашни çын — хисепре”, — тет йăл кулса. Çавăнпа та кил-çуртри ĕç-пуçа мансах вăхăт çук темест, çула тухать. Туçи Чуракассинчи Николай Александров танкист-фронтовик пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Унăн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсем сăн-сăпат кĕртеççĕ. Ялти тимĕрçĕ лаççинче 18 çул ĕçленĕскер "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. А. Николаев тăтăшах кĕрсе тухать вăрçă ветеранĕн килне. Сăмах май, Н. Александровăн пурнăç кустăрми çинчен "Паттăр салтак Берлина çитнĕ" ("Яп", 2018 ç., 79 №) статьяра паллаштарнă. Вăл сăн ỹкерчĕкпех кун çути курнă. Н. Александров юбилей ячĕпе Раççей Президенчĕн В. Путинăн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Хисеплĕ ялкорăн çырав лаççинчи хĕрỹлĕхĕ кăçал та хĕрсех, çăл куç шывĕ евĕр, тапсах тăрать. Вĕсенчен паллăраххисене, тулăх тĕшĕллисене асăнмасăр май çук. Тĕслĕхрен, “Пурнăç уттинчен юлман” (22 №), “Мускавран — ултă Дипломпа” (28 №), “Юратнă ĕçĕнче тупнă ăраскал” (38 №), “Шанса панă ĕçе — тỹрĕ кăмăлпа” (43 №) тата ыттисем те анлă содержаниллĕ, вĕсенче уçăмлă сăнарсем, чăннипех те вулакансемшĕн чуна çывăх геройсем. А. Николаевăн çырас кăмăл-туртăмĕнче вăл е ку темăна хускатнă чухне, çиччĕ виç те пĕрре кас тенешкел, шухăшлав туйăмĕпе тарăнрах тĕпчес, шухăша сăнарлăрах, тĕплĕнрех тăвас ĕмĕт-тĕллев пысăк вырăн йышăнать. Ку тĕслĕх Нимĕчкасси ял старостин Вячеслав Аврамовăн ĕçĕ-хĕлĕпе сăнарĕнче те чун ăшшипе çул уçать, хавхалантарать. А. Николаевăн сăнарĕсем пурнăçра ырă тĕслĕх пулса ватти-вĕттине те обществăшăн, халăхшăн юрăхлă пулĕç. Çапла пулмалла та... Г. Ефимов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)