25 октября 2019 г.
Хуçалăхсем саланса кайиччен "Гигант" колхоз районта чи малта пыраканнисенчен пĕри шутланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче А. Никифоров председатель тăрăшнипе эпир район шайĕнче чи малтан колхоз-миллионер йышне кĕме пултартăмăр. Ун хыççăн пуçлăха суйланнă Л. Васильев, К. Степанов, Г. Аврамов тата А. Карпов та хуçалăх шăпишĕн чылай тар юхтарчĕç. Тракторпа машина паркĕ нумай пуянланчĕ, фермăсем çĕнелчĕç, вĕсенче выльăх йышĕ самай ỹсрĕ, продуктивлăх хăпарчĕ. Колхозсем саланнă хыççăн малта пыракан пирĕн хуçалăх та çулсерен юхăнса пычĕ. Йышлă выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники куçран çухалчĕç. Строительство ĕçĕсем, техника туянасси чарăнса ларчĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 14 пуç, техника паркĕнче пĕр Т-150К, виçĕ "Беларус", юсавсăр ДТ-75 тракторсем, груз турттармалли пĕр автомашинăпа пĕр тĕш тырă комбайнĕ çеç тăрса юлнăччĕ. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ уполномоченнăйсен пухăвне колхоз производствинче нумай çул вăй хунă ватăсем чылайăн пухăнчĕç, хуçалăх "лачакана" кĕрсе ларни çинчен йышлăн тухса калаçрĕç. Председатель "тилхепине" Элĕк районĕнчи Д. Жучковпа В. Харитонов инвесторсене шанса пачĕç. Çĕнĕ "хуçасем" çулталăк кăна ĕçлеççĕ пулин те, чылай ырă улшăну тума пултарчĕç. Юхăннă, усă курма юрăхсăр ĕне витине тĕпрен çĕнетрĕç. Мăйракаллă шултра выльăхсем чылай туянчĕç, халĕ вĕсем 100 пуçа яхăн. Çак кунсенче кăна ăратлă 20 пушмак пăру илсе килчĕç. Çулталăк хушшинче пĕр Т-150К трактор, икĕ СК-5 "Нива" комбайн, утă-улăма рулон тумалли агрегат, груз турттармалли пĕр автомашина туянма пултарчĕç. Агротехникăлла кĕске срокра акса хăварнă 800 гектара яхăн тыр-пула вăхăтра пухса кĕртрĕç. В. Харитонов каланă тăрăх, Валерий Никитин, Алексей Филиппов тата Анатолий Кириллов комбайнерсем ĕç çинче пысăк хастарлăхпа тăрăшрĕç. Леонтий Скворцовпа ЯХПК ертỹçи Димитрий Жучков вырса тĕшĕленĕ тырра турттарса тăчĕç. Тĕш тырă тухăçĕ те ытти çулхисенчен чылай пысăк, гектартан 25 центнер. Çитес çулхи тухăçшăн тимлесе кĕрхисене вăхăтра акса хăварнă, çĕртме тăвас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Палăртма кăмăллă, çак ертỹçĕсем тăрăшнипе чылай çул акăнман-сухаланман, усă курмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсем пусă çаврăнăшне кĕчĕç тата уйсем америка вĕренисенчен тасалчĕç. Çĕнĕ ертỹçĕсемпе ял ĕçченĕсем те кăмăллă. Ĕç укçи тивĕçтерет вĕсене, ăна вăхăтра илсе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра та хуçалăхра ĕç шавĕ чарăнса тăмасть. Ферма территорийĕнче юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă-улăм, фураж çителĕклĕ хатĕрленĕ. Юлашкинчен ентешсене паянхи уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, мĕн палăртни туллин пурнăçа кĕрсе пытăр сирĕн.
А. Николаев.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)