27 августа 2019 г.
Çурла уйăхĕн ăшă та савăк кунĕсем тăрăççĕ. Алманч ял тăрăхĕнчи анлă уй-хирсенче хĕрỹ тапхăр — вырма пырать. Ĕç çине хутшăнакан кашни комбайнерпа водитель, машинистпа йĕтем çинчи ĕçчен çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртессишĕн тимлеççĕ. Çулленех ку тăрăхри культура ĕçченĕсем çак тапхăрта ял çыннисен кăмăлне çĕклес тĕллевпе вырăна тухса концертсемпе савăнтараççĕ. Акă, РФ Патшалăх ялавĕн кунĕнче Алманчри кану çурчĕ çумĕнчи агитбригада членĕсем “Гигант” ЯХПК ĕçченĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, кану вăхăчĕпе усă курса вĕсене вырăс тата чăваш юррисене, сăввисене парнелерĕç. Агитбригада членĕсем ĕçченсене уй-хир пуянлăхне пĕр пĕрчĕ юлмиччен кĕлете кĕртме тулли вăй-хал сунчĕç. Вулавăш ĕçченĕ О. Долгова РФ Патшалăх ялавĕн историйĕпе, хаçат-журналти çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарчĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)