29 декабря 2017 г.
Çĕнĕ çул умĕн Шывпуç ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç. Унта ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Кудряшов, республикăри сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ А. Кизилов, район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Я. Григорьев, Сывлăх министерствин “Васкавлă медицина пулăшĕвĕн больници” бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ И. Абызов, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов, ку тăрăхра пурăнакансем хутшăнчĕç. А. Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн указне пурнăçа кĕртсе, 2013-2017 çулсенче республикăра 150 ФАП уçнă. Шывпуçĕнчи 151-мĕш тата районти 6-мĕш пулса тăрать. М. Игнатьев пуçарăвне тĕпе хурса, 2018-2019 çулсенче Чăваш Енте тата 50 ФАП тумалла. С. Кудряшов ял çыннисем Çĕнĕ çул умĕн пысăк парне — модульлĕ çĕнĕ ФАП илнине, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительство яла малалла аталантарасси çине тимлĕ пăхнине палăртрĕ. Я. Григорьев ял çыннисене çирĕп сывлăх сунчĕ. ФАП-ра хальхи мĕн пур условисем тивĕçеççĕ. Пациентсене чи аслă категориллĕ Надежда Иванова фельдшер йышăнĕ, 3 ялти 514 çын сывлăхне пăхса тăрĕ. Ял çыннисем — Тамара Владимировăпа Зоя Николаева тата ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Светлана Капитонова Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительствине, район ертỹлĕхне çĕнĕ ФАП-шăн тав сăмахĕсем каларĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)