05 апреля 2011 г.
Вулавăш — шкулăн пĕлÿ çăл куçĕ, хаçат-журнал, кĕнеке тĕнчин пÿлĕмĕ. Этем чунне пуянлтакан, тавра курăмне анлăлатакан асамлăх.
Алманч вăтам шкулĕнче тĕслĕх библиотека уçăлнăранпа ултă çул çитрĕ. Çапах та çак кĕске вăхăтрах вăл — вĕрентекенсен, вĕренекенсен, кÿршĕ ял халăхĕн чи юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Çак хăтлăха кÿрекенĕ — Оля Долгова аслă библиотекарь. Вăл пединситутра аслă пĕлÿ пухса таврăннă хыççăн малтан шкулта пуçламăш шкул ачисене вĕрентнĕ. Каярахпа Ольга Витальевна чаплă вулавăш “хуçи” пулса тăнă. Информатикăпа компьютер вăрттăнлăхĕсене вулавăшăн çумри пÿлĕмĕнче илме пулать. Вăл спортпа та туслă, ку енĕпе те кая юлмасть, тĕрлĕ ăмăртусенче час-часах курма тивет. Районăн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче, уйрăмах волейболла выляма юратать вăл, район тата республика ăмăртăвĕсенче ку енĕпе пĕрре кăна мар хутшăннă. Шкул çулне çитмен ача-пăчасен садикĕ те кунтах. Вĕсен валли те картинкăллă кĕнекесем тупăнаççĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлне Людмила Егоровна йĕркелесе пырать. Вулавăш ĕçĕнче пĕр-пĕрне ылмаштарса, вăхăт çук чухне, тăраççĕ. Шкул ачисем кăна мар, аслисене те час-часах курма пулать вĕсен хушшинче. Хаваспах кĕтсе илеççĕ вĕсене кунта. Ватăрах вулакансем валли (çăмăллăх кÿресшĕн) чăвашла кĕнекесене кÿршĕ ялсенчи лавкасене парса тăраççĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе, ача-пăча литературипе пуянлансах пырать библиотека фончĕ. Пахалăхлă хутпа, пысăк шрифтлă, илемлĕ ÿкерчĕксемпе капăрлатнă кĕнекесене, алла тытса вулама кĕçĕн çултисене кăна мар, аслисене те кăмăллă. Хитре хуплашкаллă кĕнекесем “Тытса вула” тенĕнех “куç хĕссе, кăчăк” туртаççĕ хăйсем патне. Кăсăклантаракан çĕнĕ кĕнекесемпе брошюрăсем хаваспах паллаштараççĕ çамрăк вулакана. “Куртăр, вуласа пĕлтĕр çамрăк ăру, мĕнле чаплă пултаруллă çынсемпе пуян Чăваш Енĕ” — çакăн пек тĕллев калăплаççĕ кунти вулавăшра. Вĕрентĕвĕн программинчи поэтсемпе писательсен сентри те вырнаçнă кунтах. Иртнĕ ĕмĕрсенчи паллă çыравçăсене халалласа хамăр ентешсен кĕтесне уçнă вулавăшра. Çырман услови тăрăх, тĕслĕх библиотекăра, чăвашла паллă хаçат-журнал пулмалла. Çыпăçуллă та тирпейлĕ сентресем çинче вĕсен çыхăвне куç туххăмрах шыраса тупĕ. Çемьесен кĕтесĕ йĕркеленĕ, кĕрсенех — чи курăнакан вырăнта. Район шайĕнчи ăшă тĕл пулусем те кунта йĕркелеççĕ.
Уроксем пĕтсен культурăпа пултарулăх çăлкуçĕн ушкăнĕ те кунтах пухăнать. Курăнакан кассетăсене телевизорпа пăхса кăмăла каякан ташăсене вĕренеççĕ, хаваслă юрăсене юрласа концерт парнелеме хатĕрленеççĕ. Çĕннине пĕлме ăнтăлакан вĕренекенсемшĕн питĕ усăллă пуласса шанаççĕ тĕслĕх вулавăшра. “Кĕрсе вулăр, паллашăр, “ — теççĕ кунта.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)