Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕчкасси старости

08 апреля 2010 г.

Елена Порфирьевна Макарова - Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси ял старости. Вунă çула яхăн ĕнтĕ вăл çак ĕçре. Халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн çине тăрать.

Нимĕчкассинче пилĕк урам. 98 киллĕскерте 264 çын пурăнать. Вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама тăрăшать Елена Порфирьевна. Граждан урамĕнче çумăрлă çанталăкра тухса çÿреме кансĕр пулнă. Лавкка патне çуран мар, автомашинăпа çитме те май килмен. Староста ку ыйтупа районти çеç мар, Шупашкарти яваплă çынсемпе те тĕл пулса калаçнă. Пĕлтĕр лавккаран пуçласа тăвалла 250 метр тăршшĕ вак чул сарма май килнĕ.

- Вăрман урамĕнче 16 кил. Шыв колонкисем юрăхсăра тухнăччĕ. Шыв башнинче вырнаçтарнă насус та ĕçлеместчĕ. Килĕрен киле кашни çуртран 1000 тенкĕ пухрăмăр та насуслă пултăмăр. Халĕ ку урамра пурăнакансем шывсăр нушаланмаççĕ, - хĕпĕртенине палăртрĕ Е.Макарова. - Вăрманкас Алманчсемпе Нимĕчкассисене чукун çул урлă каçмалли çул /переезд/ туса патăмăр.

- Пирĕн староста кашни ĕçе чĕри витĕр кăларать. Елена Порфирьевна тĕрĕссине куçран калать, - терĕ 73-ри Елизавета Федоровна Романова. - Ачисем те амăшнех хывнă.

Е.П.Макарова 1934 çулта Çĕрпÿ районĕнче çуралнă. Çĕрпÿри медицина ĕçченĕсем хатĕрлекен курссенче икĕ çул вĕреннĕ. Ăна Трак тăрăхĕнчи Нимĕчкассине ĕçлеме янă.

- 1955 çулта трахома сестринче тăрăшма пуçларăм. Ун чухне çак чирпе 74 çын аптратчĕ. Вăл вăхăтра ача чылай çуралатчĕ. Пĕр çулхине 15 пепке кун çути курчĕ. Пĕррехинче ют районтан килнĕ хĕрарăм аптрарĕ. Ăна Красноармейскинчи ача çуратмалли çурта автомашинăпа леçме тиврĕ. Анчах унта пире йышăнмарĕç. Шупашкара васкарăмăр. Павлов мичман урамне çитиччен пепке çуралчĕ. Çул çинчех... Ун чухне карас телефонĕ пулман çав. Хальхи пек “Васкавлă пулăшу” машини те çÿремен. Ялта больницăна каймашкăн ятарласа “Змейка” ятлă лаша уйăрнăччĕ, - аса илет Елена Порфирьевна. - Акушерка кÿршĕ ялтан килетчĕ. Тĕрĕссипе, 35 çул хушшинче мĕн кăна тÿсмен пуль?

Нимĕчкассинче халĕ клуб çук. Ял варринче медпункт вырнаçнă. Щитлă çуртран вăл. Ăна çĕклес тĕлĕшпе Е.Макарова чылай вăй хунă. Хĕрарăм “Гигант” хуçалăхра ултă çул виçевçĕре ĕçленĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика