Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти чи ватă çын

28 ноября 2008 г.

Алманчри хисеплĕ, нумай çул пурăнакан ватăсем çинчен сăмах хускатсан, ял магазинĕнчи çынсем Ольга Спиридоновна Спиридонована асăнчĕç. Октябрь революцийĕччен пĕр çул малтан хресчен çемйинче (ашшĕ Спиридон Никитин, амăшĕ Клавдия Якимова çĕр ĕçĕпе ĕмĕрне ирттернĕ, ачисене те хура ĕçре пиçĕхтернĕ) çуралнă пулнă-мĕн вăл. Алманчсем ăна паллă профессорăн, философи ăслăлăхĕсен докторĕн Семен Спиридонович Спиридоновăн (хăй ку таранччен пурăнаймарĕ, Мускаврах пытарчĕç, йывăр тăпри çăмăл пултăр!) аппăшĕ пулнипе пĕлеççĕ. Халĕ ак тата вăл ялта чи ватти (ватти çук та латти çук теççĕ) те пулса тăчĕ. 93 çула çитесси пĕртте шÿтле япала мар-çке. Çак икĕ сăлтав мана, хаçат çыннине, унпа тĕплĕнрех паллашма, ун çинчен хаçатра каласа пама хистерĕ.

Ольга Спиридоновна патне мана унăн тăванĕ Г. Н. Вашуркин (вăл та ялти хисеплĕ çын, чылай çул колхозра автомеханикре ĕçленĕ) илсе кайрĕ. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ кăçал çанталăк тĕлĕшĕнчен çемçе тăчĕ пулин те, вăл кун тулта уçăрахчĕ. Ял урамĕсенчен пĕринпе, магазинран кăнтăр еннерех вырнаçнăскерпе, иксĕмĕр çурран утнă пирки кăна питех шăнмарăмăр. Акă, Ольга Спиридоновна пурăнакан çурт патне те çитрĕмĕр. Хĕл инçе мар та, эпир ватă Шупашкарти хĕрĕ патне пурăнма кайнă пуль терĕмĕр. Ай, çук, килĕнчех пулчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

— Иртнĕ хĕлле те вăл Шупашкара Райка хĕрĕ патне пурăнма кайса пăхнă, анчах кăшт пурăнсанах пăрахса каялла килнĕ, çулсене парăнмасть хисеплĕ ватă, — кăмăллăн калаçрĕ Геннадий Николаевич.

Таса та ăшă пÿртре Улька кинеми пирĕнпе хаваспах калаçма кăмăл турĕ. Ку хĕлле пурăнма Шупашкара каяс пек калаçкаларĕ.

Ольга Спиридоновна çине пăхса ларса эпĕ ирĕксĕрех “çулĕсене кура мар тĕреклĕ кинеми” тесе шухăшласа илтĕм, алли-ури пĕтĕмпех ĕçлет, ăсĕ-тăнĕ те йĕркеллех унăн. Сăнĕ те çулĕсене кура мар çутă, пичĕ те тулли. Хăлхи кăна япăхрах илтет пулас, сăмахсене хыттăнрах каламасан тепĕр хут калаттарать. Хаçат вуламасть, куçне упрать, унччен вара районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа тачă çыхăнура пулнине пĕлтерчĕ Вашуркин. Сăмах май, хăй ĕмĕрĕнче куçлăх пачах тăхăнман Улька кинеми. Телевизор пăхать, суд çинчен калакан передачăсене кăмăллать.

Кĕске хушăрах тем çинчен те сăмах вакласа илтĕмĕр кил хуçи хĕрарăмĕпе.

Унăн мăшăрĕ Иван Прохорович Прохоров пулнă. Хăй вăхăтĕнче ВОСăн (куç курманнисен обществи) районти организацине ертсе пынă. Темиçе çул каялла сасартăк чирлесе çут тĕнчерен уйрăлнă. Мăшă-рĕпе 6 ача çуратса пăхса ÿстернĕ. 2 ывăлĕ, Леняпа Сергей, халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ (тăприсем çăмăл пулччăр). Валера ывăлĕ Красноармейскинче, Саша Мускавра пурăнаççĕ. Зоя хĕрĕ Харьковра тымар янă, тепри, Раиса, Шупашкарта пурăннине эпĕ маларах пĕлтернĕч-чĕ ĕнтĕ.

Хăй çинчен калас пулсан, Ольга Спиридоновна çемьере виççĕмĕш ача çитĕннĕ. Асли Хветуç, ун хыççăнхи Александра, тăваттăмĕшĕ Семен Спиридонович пирки материал пуçламăшĕнчех каланăччĕ, пил-лĕкмĕшĕ Акулина тăван ялĕнчех кун кунлать. Унпа та курса калаçасшăнччĕ, Геннадий Николаевичпа ун патне тепрехинче çитме калаçса татăлтăмăр (тен, ун чух тĕл пулсан ун çинчен те район хаçатĕнче вуласа пĕлме май килĕ).

Улька кинеми ĕмĕр тăрш-шĕпех тăван хуçалăхра рядовой колхозницăра. Пĕр ĕçрен те пăрăнман, мĕн хушнă, веçех тунă. “Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн” медальпе ытти наградăсене, вăл шутра ĕç ударникĕн ятне, колхоз правленийĕ парнеленĕ кĕпесене тивĕçнĕ. Халĕ те килти пахчинче çу кунĕсенче тăрăшма пăрахмасть, çĕр улми, сухан, купăста анисене çум курăкран тасатса тăрать.

— Хăрах урана çĕр çине хуçлатса хуратăп та пĕчĕккĕн тапаланатăп, — каласа пачĕ çакăн пирки пире вăл.

— Иртнĕ çул чăх-чĕп те усранă вăл, — сăмах хушрĕ Геннадий Николаевич.

Ĕç вăрăм ĕмĕре тăсмалли паха май пулнине ĕнентерет Улька кинеми тĕслĕхĕ.

Мĕнле апат-çимĕçе кăмăл-ланине ыйтсан: “Чăваш апачĕ — сĕт-турăх, яшка. Мĕн пулнă, çавна çинĕ” тесе хуравларĕ. Халĕ те ăна кÿршисем тăтăшах ĕне сĕчĕ илсе килсе параççĕ. Уншăн Улька пахчинчи курăка çултарать. Эрех-сăрапа иртĕхмен вăл нихçан та. Çаксем ăна вăрăм ĕмĕр парнеленĕ те. Вашуркин Спиридонова хăйне яланах алăра, çынсемпе лăпкă тытни çинчен те каласа пачĕ.

Чăваш чĕлхи ун пурнăçĕнче епле вырăн йышăннине ыйтсан: “Эп вырăсла пĕлместĕп, чăвашла кăна калаçатăп. Маншăн хамăрăн чĕлхех лайăх” тесе хучĕ. Çавăнпа хăш-пĕр чăваш сăлтавсăр-мĕнсĕр вырăсланса кайни ют О. Спиридоновашăн.

“Санăн шăлну Семен Спиридонович мĕнле çапла паллă çын пулса тăчĕ” тесе ыйтсан, çапла хуравларĕ: “Çемен пĕчĕклех вĕренчĕ, хăй тăрăшнипе çын пулчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче летчик пулнă чух амансан, 9 километр хырăмпа шуса тухнине каласа паратчĕ пире вăл”.

Ялти пурнăçĕ пĕртте япăх мар Улька кинемин (тен, çавăнпах хула пурнăçне пит кăмăлласах каймасть вăл, чунĕ яла, тăван килех туртать). Çуртне, ялти ытти çынăнни пекех, газ кĕртнĕ. Хăйсен анкартинчех çăл, унччен унтан шыв ăсса пурăннă, иртнĕ çул вара шывне килех кĕртнĕ. Шывне урамри ытти килсене те кĕртнĕ те çынсенчен тăрса юлман кинеми те. “Çынтан юличчен муртан юл” тенĕ ваттисем.

Ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунса уйрăлтăм Алманчри чи ватă çынран.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика