Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĔРЕРЕН ТАВ ТĂВАÇÇĔ

15 марта 2008 г.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ыркăмăллăх акцийĕсем Шурут вăтам шкулĕнче те иртеççĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем республикăри тăлăх ачасен çуртне канцеляри таварĕсем парнелеме шутларĕç. Эпир, 5-мĕш класра вĕренекенсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, ватă çынсене пулăшма хаваспах çỹретпĕр. Юлташсемпе пĕрле вĕсене кил-çурта тирпейлеме, картишĕнчи тата урамри юра тасатма пулăшатпăр. Киле вара çынна ыр тунăшăн савăнса, тулли кăмăлпа таврăнатпăр. Атте-анне пире çынсене ырă тунăшăн мухтани хавхалантарать. Чăннипех чунра питĕ çăмăл пулса каять, çунат хушнăнах туйăнать. Ушкăнпа ĕçлеме те хаваслă. Çамрăксен шỹтне, кулăшне итлесе ватă çыннăн сăнĕ те çуталса каять. Тен, çавăн пек самантсенче вĕсем вăхăтлăха та пулин ачалăх ытамне кĕрсе ỹкеççĕ. Шел пулин те, ача-пăча пă-хса ỹстернĕ çынсем ватлăхра пĕччен юлаççĕ. Тăван килтен аякра пурăнакан ачисем час-часах килсе çỹреймеççĕ. Ватă çынна ялта пурăнма пĕртте çăмăл мар. Хăшĕ-пĕри, çулĕсене пăхмасăрах, выльăх та усрасшăн. Çак çынсене уйрăмах пулăшу кирлĕ. Кăçал çеç мар, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çынсене ырă туса пурăнасчĕ. Çакă вара пирĕн пурнăçа татах та илемлетĕччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика