15 марта 2008 г.
Шурут вăтам шкулĕнче 185 ачана тарăн пĕлỹпе тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе 30 учитель вăй хурать. Çамрăк ăрăва ỹссе аталанма, вĕренме пĕтĕм услови пур кунта. Классенче таса та ăшă, çутă. Кăнтăр апатне ачасем шкул столовăйне çỹреççĕ. Тăхтав вăхăтне усăллă ирттерме вĕренекенсем час-часах шашка-шахматла, теннисла, волейболла выляççĕ. Кăмăл тăвакансемшĕн информатика кабинечĕн алăкĕ яланах уçă. Учительсем пурнăçпа тан утаççĕ. Çак вĕренỹ çулĕнче 6 учитель курссенче пулса квалификацие ỹстерчĕ. Аттестаци тĕрĕслевĕ витĕр тухса виççĕшĕ 1-мĕш категорие, 10-шĕ 2-мĕш категорие тивĕçрĕç. Пирĕн коллективри 13 çын Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне çỹресе компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илме пултарчĕ. Паллах, уроксенче вĕсем çĕнĕ йышши технологи хатĕрĕсемпе усă кураççĕ. Кирлĕ вăхăтра ĕçтешĕсене пулăшу параканĕ - информатика учителĕ И.В.Зотова. Шкулта методика ĕçне аван йĕркеленĕ. Йышăннă план тăрăх семинарсем, уçă уроксем иртеççĕ. Педагогсем тăвакан докладсем пуян содержаниллĕ. Юлашки çулсенче çамрăк ăру пĕлỹ патне туртăнма пăрахни сисĕнме пуçларĕ. Ачасем кĕнекесенчен "сивĕнни" йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çавăнпа та учителĕн вĕренекенсен активлăхне, интересĕсене ỹстерес тесе çине тăрса ĕçлеме тивет. Уроксене çĕнĕлле ирттерни, кашни ачапа уйрăммăн ĕçлени лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парать. Паллах, ачасем пĕлỹ пурнăç çулĕн уççи пулнине ăнланса илни хăех ỹсĕмĕн пĕр пайĕ пулса тăрать.
Источник: "Каçал Ен"