30 января 2008 г.
Ентешĕсем манмаççĕ Комсомольски районĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем "Кĕтне" ентешлĕхĕ ентешсен пĕрлĕхне темиçе çул ăнăçлă ертсе пынă Анатолий Иванович Лукьянова асăнса улттăмĕш çул ĕнтĕ волейбол турнирĕ ирттерет. Кăçал та ăна Шупашкарти "Динамо" спорт çуртĕнче йĕркелерĕç. Турнир умĕн ентешлĕх канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта Комсомольски районĕн Кĕске энциклопедине хатĕрлесси мĕнле пынине сỹтсе яврĕç. Ку ĕçе хăвăртлатмаллине, районăн тĕп кĕнекине районăн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне (2009 çулхи нарăсăн 22- мĕшĕ) кăлармаллине пĕр шухăшлă пулса йышăнчĕç.Ларура Раççей Федерацтйĕн Президенчĕн суйлавĕ тавра та канашларĕç, пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче В.Путин Президентăн çул-йĕрне малалла тытса пыма тата аталантарма шантаракан кандидатшăн сасăламаллине палăртрĕç. Волейбол тупăшăвĕ пуçланиччен ентешлĕх канашĕн членĕсем А.Лукьяновăн вил тăпри çинчи палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пуç тайса пĕр самант шăп тăчĕç, Анатолий Ивановичăн пархатарлă ĕçĕсене аса илсе сăмах каларĕç. Турнира "Кĕтне" ентешлĕх канашĕн пуçлăхĕ В.Туркай уçрĕ, А.Лукьянов ячĕллĕ куçса çỹрекен Кубока çĕнсе илмешкĕн килнĕ командăсене ăнăçу сунчĕ. "Анатолий Ивановичăн çутă сăнарĕ ентешсемшĕн çанă тавăрса ĕçлеме малашне те хавхалантарса тăтăр", - терĕ. Комсомольски район пуçлăхĕ Г.Волков та, ентешлĕх канашĕн ытти членĕ те - П.Краснов, В.Гордеев, В.Артемьев... - çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă юлташăмăра ырăпа аса илчĕç, турнира хутшăнакан волейболистсене таса кĕрешỹ, çивĕч вăйă, иксĕлми сатурлăх сĕнчĕç. А.Лукьяновăн хĕрĕ Марина Анатольевна ашшĕне манманшăн, ун ячĕпе кашни çулах волейбол турнирĕ ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕ. Чаплă Кубокшăн Йỹç Шăхаль (А.Лукьянов çак ялта çуралса ỹснĕ), Комсомольски районĕн тата "Кĕтне" ентешлĕх командисем тупăшрĕç. Пилĕк сехете яхăн пынă çивĕч кĕрешỹ Комсомольски районĕн волейболисчĕсем мала тухнипе вĕçленчĕ. Кубока вĕсем иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕç. Апла пулин те Комсомольскисем ярт! вăйлăрах пулчĕç теме чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен кашни тĕл пулу пĕр шайра иртрĕ, çĕнтерỹ йывăрпа, икĕ-виçĕ очко ытларах пухса çеç туптанчĕ. Йỹç Шăхаль спортсменĕсен ăсталăхĕ ỹснине те палăртса хăварассăм килет. Вĕсем пĕр вăйăра та хăйсене çăмăллăн çĕнтерме памарĕç, ушкăнпа лайăх вылярĕç.
Источник: "Каçал Ен"