Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПОЧТА ÇЫХĂНĂВĔ - ХАЛĂХПА ЧИ ÇЫВĂХХИ

01 августа 2007 г.

Шурутри çыхăну уйрăмне чăннипех те лайăххисен шутне кĕртмелле. Ултă çынлă коллектива Султания Галиуллова ертсе пырать. Вĕсем кунти пилĕк яла почта çыхăнăвĕпе тивĕçтереççĕ, ял çыннисене тĕрлĕ пулăшу параççĕ. Асăннă ял поселени-йĕнче пурĕ 589 пенсионер уйăхсерен 1212 пин тенкĕ пенси укçи илет. Валентина Трескина, Алевтина Лебедева, Гельсириян Гайняллова, Любовь Анисимова, Алина Иванова почтальонкăсене халăх кунсерен чăтăмсăррăн кĕтет. Вĕсем Шурут, Шурут-Нурăс, Тутар Шуручĕ, Йỹç Шăхаль, Юнтапа ял çыннисене çыру, хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çыхăну уйрăмĕ хăйĕн умне лартнă тĕллевсене çулсеренех туллин пурнăçласа пырать, халăх ыйтăвĕсене пысăк пахалăхпа татса парать, ялта пурăнакансене тĕрлĕ пулăшу парасси çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрать. Унта ĕçлекенсемпе халăх кăмăллă. Вĕсен сăпайлăхĕ, ырă кăмăлĕ, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни ĕçре курăмлă çитĕнỹсем тума пулăшать те. Почта уйрăмĕнче тĕрлĕ открытка, хаçат-журнал выставки йĕркеленĕ. Халăха куллен кирлĕ таварсем те сутаççĕ кунта. Почтальонкăсем ĕçре кăна мар, тĕрлĕ мероприятисенче те маттур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика