Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав çулсем яланах асра

04 июля 2007 г.

Комсомольски районĕнчи  Юнтапара пурăнакан  М.Г.Михайлова кĕçех 90 çул тултарать. Вăл 1917 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çак ялтах çуралса ÿснĕ. Тĕлĕнмелле шăпаллă çын.  Маюк аппан вăрçă вăхăтĕнче Ленинград блокадине те тÿссе ирттерме тивнĕ. Çирĕп кăмăллă, тÿсĕмлĕ пулниех ăна йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă. Маюк аппа хăйĕн пурнăçĕнчи кашни саманта ас тăвать, кĕскен те татăклăн калаçать.

1940 çулта вĕсем ялтан иккĕн, Васса Андреевăпа  пĕрле, Ленинграда вербовкăпа кайнă (тантăшĕ таврăнайман, выçăпа вилнĕ).  Малтанлăха çар складĕнче рабочире, малярта ĕçленĕ.

-          Çулла Финляндие утă çулма илсе кайрĕç. Курăкĕ  тем çÿллĕш, çара, йĕпе вырăнта ÿсет, çавана туртса кăларма çук. Виçĕ кунран хĕрарăмсене çак ĕçрен хăтарчĕç, арçынсене кăна çултарчĕç. Эпир уттине типĕтекеннисем пултăмăр. Кăмпа, çырла тата мĕн чухлĕччĕ, - аса илет Маюк аппа. – 1941 çулта вăрçă пуçлансан çар стройкинче, вăрçă хатĕрĕсене  тиенĕ çĕрте ĕçлеттерчĕç. Снаряд ещĕкĕсем питĕ йывăрччĕ.  Унтан Ленинград облаçне  илсе кайрĕç, тимĕр, цемент турттараттăмăр. Кайран -  каллех хулана. Унтан – торф тиеме.  1942 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче каллех Лениграда таврăнтăмăр.  Блокада вăхăтĕнчи сивве, выçлăха тÿсме çав тери асаплăччĕ.  Кунне пĕрре 250 грамм «çакăр» - хуп-хура чуста паратчĕç. Лавккара çăкăра турта-турта илетчĕç.  Мĕнле те пулин упраса хăварас тесе хĕве пытараттăмăр.  Фашистсен самолечĕсем хула çине вĕçĕмсĕр бомба пăрахатчĕç.  Хăранипе алăри курка ÿксе çĕмĕрĕлетчĕ.  Чĕрĕ юлатпăр тесе шухăшламан та.

М.Михайлова оборона батальонĕнче пулнă, хÿтлĕх объекчĕсене  тунă çĕрте ĕçленĕ.  Çак кунсенче тÿснисене те вăл паянхи пекех ас тăвать:

-Гатчинăран тухса кайрăмăр кăна, тепĕр виçĕ сехетренех унта нимĕçсем кĕнĕ. Пушкинăра  аэродромра ĕçлеттĕмĕр, бомба пăрахма пуçларĕç.  Юрать, лупашкана выртса ĕлкĕртĕмĕр.  Эпир Пушкинăран тухсанах ăна нимĕçсем илнĕ. Ленинграда çĕрĕпе çуран утрăмăр.  Яшка вырăнне хряпа текен апат çитерчĕç. Хряпа – хура купăста тата шыв. Ăçта çитнĕ – унта хура купăста. Столовăйĕнче ăна та часрах çисе яма тăрăшнă, выçăпа касăхнă çынсем туртса илесрен хăранă.  Хальхи пурнăçа хурлакансенчен тĕлĕнетĕп.  Ун чухнехипе паянхине ăçтан танлаштарăн.  Никам  та ан куртăр эпир  курнă нушана. Ырă сунан та ан куртăр, усал сунан та  ан куртăр.

Тăван ялне Маяк аппа 1947 çулта таврăннă. Мирлĕ ĕçре  те малта пулма тăрăшнă. Ăна «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» тата «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсемпе наградăланă.

Маюк аппан кивĕ сăн ÿкерчĕк упранать. Ăна 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче, вăрçă тухнă кун (ун чухне вĕсем кун пирки пĕлмен-ха), ÿкернĕ. Унта Мария Григорьевна хыçалта сулахайран пĕрремĕш тăрать. Сылтăмран пĕрремĕшĕ – Васса Андреева.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика