Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЛЛĂ ЕНТЕШ ЯЧĔПЕ

28 февраля 2007 г.

 Нарăс уйăхĕнче Шурут шкулĕн спортзалне волейбол вăййине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕ Владислав Алексеевич Ильин вице-адмирал ячĕпе пысăк турнир иртрĕ. Турнира пурĕ 10 команда хутшăнчĕ. Хĕрачасем хушшинче пурне те Шурут шкул команди çĕнтерчĕ. Çĕнтерỹçĕсенчен уйрăммăнах команда капитанне, Марина Волковăна палăртмалла. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски пĕрремĕшпе Хирти Выçли шкул командисем йышăнчĕç. Арçын ачасем хушшинче те çивĕч тупăшусем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăна кил хуçисем хăйсен аллинчен ямарĕç. Иккĕмĕш вырăнпа Аслă Чурачăк шкул команди палăрчĕ, виççĕмĕш вырăна Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç шкул командинчи каччăсем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене шкул дирекцийĕ куçса çỹрекен кубоксем, дипломсемпе призсем парса чысларĕ. Турнира уçнă май спортсменсене саламласа Шурут шкулĕн директорĕ Т.И.Колпакова, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.К.Алексеев, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тĕп специалисчĕ Е.А.Тихонов саламлă сăмах каларĕç. Ял поселенийĕн специалисчĕ В.В.Скворцов В.А.Ильинăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ăмăртусене тĕп судья, физкультура учителĕ В.Гаврилов йĕркелесе пычĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика