Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШУРУТСЕН ĔÇĔ-ХĔЛĔПЕ ПАЛЛАШРĔÇ

10 февраля 2007 г.

Чăваш Ен правительстви рай- онсемпе ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма тĕрлĕ тĕлпулусем йĕркелет. Министерствăсемпе ведомствăсен специалисчĕсем районта тăтăшах пулаççĕ. Февралĕн 7-мĕшĕнче районта информаци кунĕ пулчĕ. Пирĕн тăрăх пурнăçĕпе паллашма Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ М.А.Кузьмин, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев килчĕç. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Ю.В.Скворцов ертсе пынипе хăнасем Шурут ял поселенине çитрĕç. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Кунта тăрăшуллă ĕçченсем вăй хураççĕ. Шурă халатлисем хăйсене шанса панă ĕçе чунне парса пурнăçлаççĕ. Уйрăма килекенсене, чирлисене вăхăтра пулăшу пама тăрăшаççĕ. Туслă коллективра ĕçĕ те ăнать. Офис уçăлнăранпах ăна Вера Васильевна Семенова ертсе пырать. Ĕçченсемпе халăх та кăмăллă. Уйрăмах ватă çынсем ялта çакăн пек офис пурришĕн хĕпĕртеççĕ. "Района кайса çỹреме йывăр. Ялта офис пурри пирĕншĕн пысăк çăмăллăх",- теççĕ вĕсем. Хăнасем ваттисен çуртне те кĕрсе тухрĕç, кунти ĕçĕ-хĕлпе интересленчĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика