Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чавса çывăх та… е тимлĕх темрен те паха

13 июля 2018 г.

Ачасем питĕ кĕтнĕ çуллахи каникулăн малтанхи уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тулта — шăрăх та типĕ çанталăк. Шăпах çак тапхăрта пурсăмăр та çан-çурăма ăшă шывра чăмпăлтатса «лăплантарма» кăмăллатпăр. Анчах та унăн «алли вăрăмми» çинчен те манмалла мар, шывра асăрхануллă пулмалла.
Кăçал республикăри юханшывсенче пурĕ 15 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çав шутран 4-шĕ — ачасем. Çавна май Раççейри Çăлав служби граждансене кÿлĕсемпе юханшывсем çумĕнче питĕ тимлĕ пулма ыйтать.
хатĕрленĕ, çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем дежурствăра тăракан официаллă пляжсенче тата хăвăр пĕлекен вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать. Çăлавçăсем шыва çилсĕр хĕвеллĕ кун, унăн температури 20—25 градус, сывлăш температури 17—19 градус ăшă чухне кăна кĕме сĕнеççĕ. Унта 10—15 минутран ытлашши тытăнса тăма юрамасть. Астăвăр, ишсе кайиччен ÿт-пĕве хăнăхтарас тĕллевпе, шывпа сăтăрмалла. Епле лайăх ишетĕр пулсан та вĕçкĕнленме юрамасть. Чикке палăртса карнă паллăсем урлă ишсе каçмалла мар. Вĕсен хы-çĕнче тарăн, сивĕ çăлкуç е шыв курăк вĕтлĕхĕ пулма пултарать. Шывра пĕр-пĕринпе хăваламалла вылянă чухне те асăрханулăха çухатмалла мар, мĕншĕн тесен вылякан сывлăш вырăнне шыв çăтса тăнсăр пулма пулать. Ачасене шыв хĕрринче пĕччен ан хăварăр. Тимсĕрлĕх, маларах асăннă тĕслĕхсем евĕр, инкеке çаврăнса тухма пултарать. Эрех-сăра ĕçнĕ е ĕçлесе тарланă хыççăн та тÿрех шыва кĕме юрамасть.
Шăрăх çанталăкра шăнăр туртса лартма пултарнине шута илмелле. Ун пек чухне тăхтаса тăмасăрах çыран хĕррине ишсе тухма тăрăшмалла. Енчен те çыранран инçе пулсан çак сĕнÿсене аса илĕр:
— урăхларах ишме тытăнăр, çурăм çине çаврăнăр;
— алă пÿрнисем туртăнма тытăннине туйрăр пулсан вĕсене мĕнпур вăйран чăмăрлăр та алла тулаш енне сулласа ярăр, чăмăра уçăр;
— ура туни çинчи мышцăсене шăнăр туртса лартсан — кукленĕр, икĕ алăпа ура тупанне çавăрса илĕр те ăна вăйпа кăкăр патнелле туртса илĕр;
— пĕçĕри мышцăсене шăнăр туртсан ура тунисене алăсемпе çавăрса илĕр, чĕркуççи тĕлĕнче хуçлатса пĕтĕм вăйран çурăм хыçне туртăр.
Шăрăх çанталăкра шыв çителĕклĕ ĕçни, сывлакан çи-пуç тăхăнни, пуçа тутăрпа е шĕлепкепе хуплани, çавăн пекех çăмăл апат-çимĕç çини сирĕн сывлăхшăн усăллă пулĕ. Пахчара ĕçлеме юратакансен вара унти ĕçсене кăнтăрлаччен пурнăçласан аван. Каярах «чавса çывăх та…» тесе ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ.

Д.ГАЛКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика