Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерьсенче канма май пур

01 июня 2018 г.

Майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа районти халăха социаллă пулăшу паракан центрта пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене сывлăха çирĕплетекен лагерьсене пĕрремĕш сменăна канма кайма путевкăсем параççĕ.

Кăçал çак шутран пĕрремĕш сменăра 13 ача канĕ. Вĕсенчен опекăна илнĕ ачасем - 4, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем - 4, социаллă хăрушлăхри çемьесенчи ачасем - 2, 5 е ытларах ачаллă çемьесенчи ачасем - 2.

Профильлĕ хор смени "Солнышко" лагерьте июнĕн 5-мĕшĕнче пуçланать. Унта халăха социаллă пулăшу паракан центр 5 ачана ярать: нумай ачаллă çемьесенчи 3 ача тỹлевсĕр канĕ, сахал тупăшлă çемьесенчи 2 ачан путевка хакĕн 5:-не тỹлемелле (715 тенкĕ те 90 пус).

Аса илтеретпĕр: путевка хакĕн 5:-не çеç тỹлесе сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче çак категорисенчи ачасем канма пултараççĕ:

- опекăна е попечительлĕхе илнĕ ачасем;

- сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакансем;

- пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем (беженецсен е переселенецсен ачисем, экстремаллă лару-тăрăва лекнĕ ачасем тата ыт. те).

Тỹлевсĕр путевкăсене вара инвалид-ачасене, 5 тата ытларах ачаллă çемьесенчи, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссинче шутра тăракан çемьесенчи ачасене параççĕ.

Çакăн пек майпа ачисене лагере ярас текенсене район администрацине (1-мĕш хут, 12-мĕш кабинет) пыма чĕнетпĕр. Социаллă ĕç специалисчĕ - Светлана Васильевна Дмитриева, телефон 5-10-02.

Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика