Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейбол турнирĕ - вице-адмирал парнишĕн

13 марта 2018 г.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕлĕшпе Шурут вăтам шкулĕнче тĕрлĕрен ĕç пурнăçлаççĕ. Акă, мартăн 3-мĕшĕнче Шурут вăтам шкулĕн спорт за-лĕнче В.А.Ильин вице-адмиралăн Кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Сăмах май, ăна районти шкулсенче вĕренекен хĕрачасен ушкă-нĕсем хушшинче кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Спортсменсене хавхалантарма ватти-вĕтти пухăнчĕ.

- Мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсене чĕререн тав тăватăп, ăмăртăва хутшăнакансене вара ăнăçу сунатăп. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен, туссем, спортпа туслă пулар, - терĕ Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев. Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов, педагогика тата спорт ĕçĕн ветеранĕ В.Скворцов, Шупашкарти 13-мĕш строительство управленийĕн директорĕн çумĕ, çак шкултан вĕренсе тухнă Валерий Михеев та участниксене çăмăл мар тупăшура ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртура ултă вăтам шкулта (Шурутăн иккĕ, Асанкасси, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Чурачăк, Тукай Мишер, Комсомольски иккĕмĕш) пĕлỹ илекен хĕрачасен çичĕ команди тупăшрĕ.

Хĕрỹ тупăшура Шурут шкулĕн пĕрремĕш ушкăнĕ ыттисенчен ăнăçлăрах выляса Кубока çĕнсе илчĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш, Шурут хĕрачисен иккĕмĕш ушкăнĕ виççĕмĕш пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе медальсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç.

П.КОЗЛОВ,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика