12 января 2018 г.
Виталий нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Çавна май вăл, мăшăрлансан, уйрăлса тухать. Вĕсем мăшăрĕпе, Валентина Ивановнăпа, Çĕпĕре куçса кайма хатĕрленнĕ çемьерен çурт вырăнĕ илеççĕ. Часах телейлĕ мăшăр хавхалануллă кăмăлпа пысăк та пархатарлă ĕçе пуçăнать. Малтанах Вальăпа Витя пахча валли карта çавăрнă, Патăрьелĕнчи питомникрен улма-çырла тĕмĕсем илсе килсе лартнă.
- Панулмипе çĕмĕрт, груша, чие тĕмĕсем çуркунне, çеçке çурнă тапхăрта, шап-шурă пĕркенчĕк айне пытаннă пике евĕр туйăнаççĕ, - тет Витали тете, çутçанталăка чунтан юратнине, хисепленине палăртса.
Çутçанталăкпа килĕштерсе пурăнакан çын çине пăхмашкăн та питĕ кăмăллă. Вĕлле хурчĕсен ĕç-хĕлĕ пирки каласа панăçем унăн куçĕ çуталать. Ара, юратнă ĕç вăл чун канăçĕ-çке.
- Кăмăлтан, юратса пурнăçланă ĕç, пĕчекçĕ кăна пулсан та, çынна хавхалантарать, усăллă та вăл. Ỹркенсе, ытахальтен ĕçлени вара - юрăхсăр. Вăл пăрахăçа юлать, усси те çав таран çеç. Çавăнпа та пуçăннă пур ĕçĕме те чунтан юратса пурнăçлама тăрăшатăп, - тет мучи.
Ахальтен мар ĕнтĕ "вăрçă ачи" патне çамрăк утарçăсем час-часах ăс ыйтма килсе çỹреççĕ. Вĕсене Витали тарават кĕтсе илет, усăллă канаш-сĕнỹ парса ăшшăн ăсатса ярать.
- Çынсенчен тав сăмахĕ илтни ылтăн-кĕмĕлрен, хаклă парнесенчен те паха, - теççĕ Вальăпа Витали.
Валентина Ивановнăпа Виталий Федорович виçĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ĕнтĕ ачисем хăйсем çемьеллĕ. Вунă мăнукĕпе ултă мăнмăнукĕ аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ патне час-часах килсе çỹреççĕ, сывлăхĕсемпе кăсăкланаççĕ. Валя аппа çывăх çыннисене хăйсен сад-пахчинче ỹссе çитĕннĕ улма-çырларан хатĕрленĕ компот-варенипе, килти хушма хуçалăхра туса илнĕ сиплĕ пылпа сăйлать, тинрех çеç кăмакаран пиçсе тухнă тутлă кукăль-пỹремече тутанса пăхма хистет.
- Пĕр-пĕрне ăнланни, йывăр вăхăтра алă пани, пулăшни - çакă вăл пурнăçри чи паха тупра. Çемье лăпкăлăхĕ пире пурнăç хыттинчен хỹтĕлет, - терĕ ялти сумлă çемье.
Чăн сăмахăн суйи çук. Çап-ла, килĕштерсе пурăнакан çемьешĕн çеç катаран килсе çитекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар.
Н.АРХИПОВ.
Йỹç Шăхаль ялĕ
Источник: "Каçал Ен"