21 ноября 2017 г.
Районта пурăнакансен тимлĕхне ỹстерес, вĕсене сыхă пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем тăтăшах ирттерме тăрăшатпăр.
Акă, Раççейри тĕрлĕ хуласенче - Иркутскра, Красноярскра - ваттисем пурăнакан çуртсенче алхаснă пушара пула çынсем шар курнă, виççĕн вилнĕ. Çавна май районти социаллă объектсенче профилактика мероприятийĕсем йĕркелени инкекре çухалса кайма памасть.
Çак кунсенче çеç районти пушар надзор уйрăмĕн тата 31-мĕш пушар чаçĕн специалисчĕсем Шурутри ваттисен çуртĕнче пулчĕç. Унта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине тĕплĕн тĕрĕслерĕç тата çынсене те эвакуацилерĕç. Унпа пĕрлех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине, вут-çулăм тухас пулсассăн чи малтан мĕн тумаллине каласа пачĕç, тĕп правилăсемпе паллаштарчĕç.
Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальник
Источник: "Каçал Ен"