06 октября 2017 г.
Хальхи вăхăтра Раççейре "Пурăн, йывăç!" экологи уйăхлăхĕ иртет. Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансем ырă пуçарусенчен нихăçан та аякра юлмаççĕ, çакăн евĕр акцисене хастаррăн хутшăнаççĕ.
Акă, тĕслĕхрен, Шурут ял тăрăхĕн администраци ĕçченĕсемпе культура çуртĕнче тăрăшакансем, библиотекарьсем вырăнти экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе хурăнпа чăрăш йывăçĕсем лартрĕç.
- Çул хĕрринче йывăçсем кашласа ỹсчĕр, вĕсем çинче кайăксем савăнса юрлаччăр. Çутçанталăк, пирĕн тăрăхăмăр татах та маттурлантăр, илемлентĕр, - теççĕ акцие хутшăннисем.
Ял тăрăхĕн сайтĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"