03 октября 2017 г.
Пирĕн районта "Халăх инвентаризацийĕ" акци малалла пырать. Сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне усă курман куçман пурлăхăн 28 объектне шута илнĕ. Асăннă перечене лекнĕ 28 объектран 16-шне хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав шутран саккăрăшĕ - уйрăм харпăрлăхри пурăнмалли çуртсем. Хуçисем вилнĕ хыççăн тỹрех еткерлĕх правине илменнисем ăна паянхи кун тĕлне суд урлă саккăрăн илнĕ.
Малтан хуçасăр пулнă икĕ объекта Шурут тата Чĕчкен ял поселенийĕсен харпăрлăхне панă. Шурутри Больничная урамра вырнаçнă котельнăй çуртне 2018 çулхи прогнозлă приватизаци планне кĕртме палăртнă. Кĕтекен тупăш - 100 пин тенкĕ. Аслă Чурачăк ялĕнчи туса пĕтермен садик çуртне вара 2018 çулхи виççĕмĕш кварталта сутасшăн, мĕншĕн тесен унта малтан юсав ĕçĕсем тума тивет.
Усă курман, хуçасăр объектсене харпăрлăха парас, авариллĕ объектсене шута илес ĕç малалла пырать. Районта пурăнакансене те хастартарах пулма, çакнашкал объектсем çинчен экономика пайне 5-14-76, 5-15-67 телефонсемпе пĕлтерме ыйтатпăр.
С.УЛЬДИНА
Источник: "Каçал Ен"