Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Иккĕмĕш çемьере" тупнă хỹтлĕх

08 сентября 2017 г.

Шурутри ватăсемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмăн çурчĕ, пĕрре пăхсан, капмар йывăçсен ытамĕнче тĕлĕрнĕнех туйăнать. Тротуарăн икĕ енче те тĕрлĕ тĕслĕ цини чечекĕсем пуçĕсене ухса лараççĕ. Çавна май тавралăх татах та илемлĕрех, капăртарах туйăнать. Çурт çумĕнче, кăшт айккинче, вăрăм сак. Шухă çил ачи чăрсăрланнине пула паянхи кун çак сак пĕчченех тунсăхлать.

 Сарлака алăк. Иккĕмĕш хута хăпармалли картлашкасем. Часах урайне кавир сарнă, чечексемпе капăрлатнă пỹлĕме лекрĕм. "Сенкер экран" умĕнчи диван çинче вара тăватă-пилĕк кинеми шăкăл-шăкăл калаçса ларать. Тĕрлĕрен, çав вăхăтрах пĕр пекрех шăпаллăскерсене тĕнчере пулса иртекен ĕç-пуç кăсăклантарать, çавăнта тĕлĕнтерет, хушăран канăçсăрлантарать те.

 - Тĕрлĕ шайри пăтăрмахсене пула мĕн чухлĕ çын кил-çуртсăр, хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă? Ку çеç-и?! Тата мĕн чухлĕ этем чĕрине витерчĕç пулĕ çак вăрçăсем? - терĕ Мария аппа, куççульпе йĕпеннĕ куçĕсене шăлкаласа.

 Мария Илларионова кунта пурăнма пуçлани чылай мар, апла пулин те килĕшĕн тунсăхланине пытармасть вăл. Анчах çичĕ теçетке çул урлă каçнăскере хуçалăха тытса пыма йывăр. Ара, халĕ унăн вăй-хăвачĕ те çамрăк чухнехи мар-çке. - Пĕччен пурнăç - пурнăç мар. Килте чухне никампа калаçса кăмăла уçма çукчĕ, кунта вара пурте хам пеккисем, - тет вăл.

 - Калаçатпăр, иртнĕ кунсене аса илсе йăл кулатпăр, хушăран йĕрсе те илетпĕр. Ал ĕçĕпе вăхăта ирттереттĕмĕрччĕ, халĕ вара куç курманни чăрмантарать.
Калаçакансем патне тепĕр ватă хутшăнчĕ. Юнтапа ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах ĕмĕрне ирттернĕ Укçине аппа пулчĕ çакскер. Сăмах май каласан вăл, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Укçине аппан ачалăхĕ çăмăлах килмен, хĕрача 14 çул тултарсан Аслă Отечественнăй вăрçă тапранса каять. Вăйпитти арçынсене вăрçа илсе кайса пĕтернĕ, çавна май колхозри ĕçсем пурте хĕрарăмсемпе ватăсем тата ача-пăча çине тиеннĕ. Хĕр шутне кĕрсен вара Канаш хулине, колхозшăн, тырă леçнĕ.

 - Шупашкартан тăвар тиесе илсе килеттĕмĕрччĕ, - сỹтĕлет аса илỹ çăмхи. Çамрăксем çемье çавăрма хатĕрленнĕ тапхăрта хĕрĕн савнă тусне Йăвана Хĕрлĕ çара кайма хут панă. Çапла вара хĕрĕн йĕкĕте 7 çул кĕтме тивнĕ. Çартан таврăнсан Йăванпа Укçине çемье çавăрнă, 2 ачана кун çути парнеленĕ. Анчах та "ăнсăртран - кĕмсĕрт" тенĕ евĕр, Яковлевсен хĕрĕн, Гальăн, ỹчĕ çине хĕрлĕ шатра пусса илет. Вăл вăхăтра медицина аталанса çитеймен, çапла вара пилĕк çулхи хĕрача ĕмĕрлĕхе куçне хупать. Ывăлĕ ỹссе çитĕнсе çемье çавăрнă, анчах та Укçине аппан иккĕмĕш тĕпренчĕкне те тирпейлесе пытарма тивет. Епле тỹсет-ши амăшĕн чĕри?!

 - Мăнуксем час-часах килсех çỹреççĕ, сывлăхăмпа кăсăкланаççĕ, ачисене те илсе килеççĕ, - савăнать тăхăр теçетке çул урлă каçнă ватă. - Кунта эпир пĕр çемьери пек пурăнатпăр.
  - Ксения Яковлева - пирĕн патăмăрта кун кунлакан ватăсенчен чи асли. Вăл кунта чылайранпа пурăнать, - терĕ ватăсемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмăн ертỹçи Валентина Уткина. - Мунча эрнере пĕрре хутса кĕртетпĕр, апатне те хурламалла мар: кунне 4 хутчен апатлантаратпăр, вĕри ашпа та тивĕçтеретпĕр, - хушса хучĕ вăл.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика