Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоблок инкек сăлтавĕ ан пултăр

28 июля 2017 г.

Юлашки вăхăтра ялсенче мотоблок туянакансем йышланчĕç. Унпа çĕр сухалама та, утă çулма-пуçтарма, çĕрулми лартма, утă е пахча çимĕç турттарма тата ыттине те тума пулать.

Мотоблок механикăллă транспорт хатĕрĕ шутланмасть. Унпа пысăк çулсем çине тухма та юрамасть. Анчах çак йĕркене пурте пăхăнмаççĕ çав, нумай чухне çакă инкексен сăлтавĕ пулса тăрать. Çул-йĕр çинчи статистикăна тишкерсен, çулсеренех çурхи-çуллахи ĕçсем пуçлансан вело- тата мототранспортпа, мотоблоксемпе пулнă инкексен шучĕ темиçе хут ỹсни палăрать. Акă, республикăра 2015 çулта çакнашкалли 111 шута илнĕ, вĕсенче 8 çын пурнăçĕ татăлнă, 140-ĕн сусăрланнă. Асăннă çул-йĕр аварийĕсенчен 5-шĕ шăпах мотоблоксемпе пырса çапăннипе е çаврăнса ỹкнипе çыхăннă, саккăрăн аманнă. Пурте тавралăх тĕттĕмленсен пулса иртнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче техникăна эрех-сăра ĕçнĕ çынсем тытса пынă-мĕн. 2016 çулта мотоблоксемпе ытларах инкек сиксе тухнă, 5 çын вилнĕ, 22-ĕн аманнă. Кăçал Елчĕк районĕнче мотоблокпа пулса иртнĕ аварире икĕ арçын вилмеллипех аманнине пурте илтнех ĕнтĕ.

Мотоблок хуçисен пысăк çулсем çине тухмалла мар, тухма тивсен те сĕм çĕрлене юлмасан аванрах. Ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ хыççăн руль умне лармалла маррине тепĕр хут аса илтерсен те ытлашши мар.

Н.РАЙКОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика