Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси карьери аслă шкултан пуçланать

07 июля 2017 г.

 Шкултан вĕренсе тухаканшăн хальхи вăхăтра суйлав тапхăрĕ пырать. Хăш вĕренỹ заведенине вĕренме кĕрсе ĕмĕтри профессине алла илнинчен вĕсен малашлăх пурнăçĕ килет. Мĕнле ыйтусем пăшăрхантараççĕ абитури-ентсемпе ашшĕ-амăшне? Çакă тата ытти ыйтусемпе интересленсе пирĕн корреспондент тĕп хулара вырнаçнă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе - Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Андрей Юрьевич Александровпа тĕл пулчĕ.

- Ырă кун пултăр, Андрей Юрьевич. Аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсемшĕн хальхи вăхăтра хĕрỹ тапхăр. Паянхи саманари ĕç рынокĕ ытларах хăш специальноçа алла илекен çамрăксене ыйтать?

- Ырă кун пултăр. Чăн та, экзаменсене ăнăçлă тытнă вы-пускникăн паян - суйлав тапхăрĕ. Хăш вĕренỹ учрежденине вĕренме кĕмелле? Çак ыйту çамрăксене анчах мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те канăç памасть. Юлашки вăхăтра предприятисемпе организацисенче (пĕтĕм çĕршывĕпех) инженери отраслĕн специалисчĕсем çитменни ура хурать. Ĕçпе тивĕçтерекенсем çавăн пекех 2017 çулта наукăпа техника сферисенче, гуманитари облаçĕнче аслă квалификациллĕ профессионалсем кирлине хыпарлаççĕ.

- Вĕренме кĕрес текенсем вара ытларах хăш професси енне туртăнаççĕ?

- Юлашки çулсенче выпускниксем шăпах техника профессийĕсене суйлама тăрăшаççĕ. Тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ хыççăн вĕсем ĕçе те ăнăçлă вырнаçаççĕ, ĕç укçи те пысăк. Медицинăпа тата фармацевтикăпа çыхăннă специальноçсене суйлакан абитуриентсен шучĕ пысăккине те палăртмалла. Экономист, юрист, менеджер, маркетолог профессийĕсене кăмăллакансем те яланхиллех йышлă. Кунта çакна палăртса хăвармалла: паянхи ĕç рынокĕ асăннă профессисене илнĕ специалистсемпе пуян. Анчах та çакă ку профессисене алла илнисем аслă шкул хыççăн ĕç вырăнĕ тупаймĕç тенине пĕлтермест. Пысăк чăрмавсенчен пĕри - ĕç вырăнĕ тупас енĕпе йывăрлăхсем тухса тăни. Çак йывăрлăха сирес тесен çамрăксен студент сакки çинче ларнă чухнех пулас ĕç вырăнĕ çинчен шухăшламалла: ĕç паракансем йĕркелекен ваканси ярмăрккисене, мастер-классене хутшăнмалла, наука енĕпе иртекен тĕпчев, проект ĕçĕсене кỹлĕнмелле, производство практики вăхăтĕнче пысăк активлăхпа палăрса хăйĕн пултарулăхне аталантарма тăрăшмалла. Çавăн пекех истори, ют чĕлхе предмечĕсене кăмăллакансен, филологипе журналистика енне туртăнакансен шучĕ те ỹссех пырать.

Кунта çакна та палăртса хăварар: тĕрлĕ професси илекенсен паян компьютер чĕлхине лайăх пĕлмелле, тĕрлĕ программăсемпе ăнăçлă ĕçлеме пултармалла. Çав вăхăтрах калаçу чĕлхи тата çырулăх тивĕçлĕ шайра пулмалла.

Палăртма кăмăллă, Чăваш патшалăх университечĕ Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн аккредитацийĕ витĕр тухнă 100 аслă шкул йышĕнче тăрать. 2016 çулта "Экономика", "Финанс тата кредит", "Хими", "Хими технологийĕ", "Хими технологийĕнчи, нефтехимири тата биотехнологири энергие тата ресурссене перекетлекен процессем", "Фармаци" вĕрентỹ программисем пĕтĕм тĕнчери профессипе общество аккредитацийĕ витĕр тухнине те ырăпа палăртса хăварар.

"Ачасем пурнăçра хăйсемшĕн хăш профессине суйласа илсен те, вĕсем пирĕн çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулса тăни, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тỹрĕ кăмăлпа вăй хуни пĕлтерĕшлĕ".

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран).

- Выпускник професси суйласа илес тĕлĕшпе татăклă йышăну тунă тейĕпĕр. Аслă вĕренỹ шкулне суйланă чух мĕн пĕлмелле унăн?

- Яш-кĕрĕмĕн ĕçри ăнăçулăхĕ вăл хăш аслă шкула суйласа илнинчен нумай килет. Çавăнпа та абитуриентсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те эпĕ хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусемпе студентсемпе, преподавательсемпе, аслă шкул выпускникĕсемпе калаçма сĕнетĕп. Çамрăк хăй суйласа илес текен аслă шкулта пулса вĕренỹ çурчĕсемпе тата программипе, çитĕнĕвĕсемпе, общежитинчи лару-тăрупа паллашма пултарать. Çакă ăна тĕрĕс йышăну тата тĕрĕс утăм тума пулăшать. Ятарлă экскурси вăхăтĕнче студентсен тĕрлĕ олимпиадăри, интеллектуаллă конкурссенчи, спортри çитĕнĕвĕсемпе паллашма та май пур.

- Кирек хăш абитуриент та бюджет уйрăмне вĕренме кĕме ăнтăлать. Ку енĕпе мĕнле сĕнỹсем пур?

- Юлашки çулсенче правительство инженери специальноçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни пирки маларах каларăм ĕнтĕ. Çавна май техника факультечĕсенче бюджет вырăнĕсем ỹссе пынине палăртмалла. Кăçал ЧПУ уйăрнă 1300 бюджет вырăнĕнчен 545-шĕ - информатикăпа шутлав техникин, энергетикăпа электротехникăн, машиностроенипе строительство факультечĕсене тивет. Унсăр пуçне ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, организацисемпе, предприятисемпе килĕшỹ çырнă хыççăн тĕрлĕ направленипе тĕллевлĕ йышăну квотисене палăртатпăр.

- Пулас студентсене стипенди виçи те кăсăклантарать.

- Бюджет уйрăмĕнче вĕренекенсем 1800 тенкĕ (танлаштарас пулсан, Раççейĕн аслă шкулĕсенче - 1340 тенкĕ) стипенди илеççĕ. "5" паллăсемпе вĕренекенсен стипендийĕ - 2700 тенкĕпе, "4" тата "5" паллăсемпе вĕренекенсен 2250 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне наукăра, олимпиадăсенче, университетăн культурăпа спорт пурнă-çĕнче çитĕнỹ тăвакансене 4000 тенкĕ стипендипе хавхалантарасси вăйра. Студент-активист уйрăм стипендие тата университетăн попечитель канашĕн стипендине тивĕçме пултарать.

- Студентсене общежитири пỹлĕмсемпе тивĕçтереççĕ-и?

- Аслă шкулăн инфратытăмĕ пурнăç шайне тивĕçтерет: вĕрентĕвĕн 20 корпусĕ, 900 вырăнлăх культура керменĕ, санаторипе профилактори çурчĕ (унта çулсерен 1000 студент сипленет), 5000 тăваткал метр лаптăк йышăнакан спорт комплексĕ, республикăри чи пысăк наука библиотеки. 1000 вырăнлăх столовăйсемпе буфетсем те студентсемшĕн меллĕ.

Куçăмлă майпа вĕренекен тĕрлĕ хулапа ялтан килнĕ студентсене (чи малтанах социаллă хỹтлĕхсĕр категорие кĕрекен граждансене) общежити пỹлĕмĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Çуртсем, унти пỹлĕмсем çутă та хăтлă. Иртнĕ çул 7-мĕш номерлĕ общежитинче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр, юсав ĕçĕсене çывăх вăхăтра ытти çуртсенче те пурнăçлăпăр.

- Студентăн вĕренỹ хыççăнхи пурнăçĕ те питĕ интереслĕ...

- Студент вăхăчĕ этемĕн пурнăçĕнчи чи хаваслă та телейлĕ тапхăр. Вĕренỹ çулĕсем яланлăх асра юлччăр, студентăн пушă вăхăтне тĕллевлĕ те интереслĕ ирттерме пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Яшсемпе хĕрсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарма майсем çителĕклĕ. Спорт шкулĕнче 18 тĕрлĕ секци ĕçлет. Тĕрлĕ факультетсемпе общежитисенче пурăнакансем хушшинче спартакиада ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕрремĕш курс студенчĕсене уйрăм ăмăртусем кĕтеççĕ. Университетăн Раççей шайĕнчи ăмăртусенче пысăк çитĕнỹсем тăвакан футбол, хоккей, баскетбол, волейбол командисем пур. Чăваш патшалăх университечĕ республикăри аслă шкулсен Универсиадинче иккĕмĕш çул çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Иртнĕ çул студентсене ГТОна хатĕрленме май паракан студи уçăлчĕ. Культура керменĕнче тĕрлĕ конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ. "Çăлтăр пул", "ЧПУн мистерĕпе мисĕ", "Студентсен çуркунни" тата ытти конкурссене вĕренекенсем хаваспах хутшăнаççĕ. Наукăна парăнтарас текенсемшĕн 15 конструктор бюровĕ ĕçлет, час-часах конференцисем йĕркелетпĕр. Пулас ученăйсем тĕрлĕ çĕршыври ытти аслă шкулсенче пулса пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ. Олимпиада юхăмĕ те ăнăçлă аталаннă. Çитĕнỹсем те пур. Нумаях пулмасть юридика факультечĕн 2-мĕш курсĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ Раççейре чи лайăх академи ушкăнĕ ята тивĕçни пирте мăнаçлăх çуратать.

- Наукăри çитĕнỹсем аслă шкулăн, кунти преподавательсемпе студентсен ят-сумне тата та çĕклеççĕ.

- Аслă вĕренỹ заведенийĕн наукăпа тĕпчев облаçĕнчи çитĕнĕвĕсем курăмлă. ЧПУ - республикăри чи пысăк наукăпа вĕрентỹ центрĕ. Кунта наукăпа педагогикăн 22 шкулĕ, диссертацин 4 канашĕ, аспирантура тата докторантура ĕçлеççĕ. 97 кафедрăпа 22 лабораторинче тĕрлĕ наукăпа тĕпчев ĕçĕсем иртеççĕ.

Пирĕн аслă шкулăн никĕсĕ çинче Шупашкарти транспорт, ял хуçалăхĕнчи машиностроенин инжиниринг центрĕ хута кайнă. Çак проекта пурнăçа кĕртме аслă шкула 100 миллион тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче университет "В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕ" акционерсен пĕр-лешĕвĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерстви йĕркелекен ятарлă конкурса хутшăнса 99 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарчĕ.

- Тĕнчери çĕршывсемпе килĕштерсе ĕçлени - паянхи аслă шкулăн ăнăçлă аталанăвне палăртакан тĕп ен. Килĕшетĕр-и эсир манпа?

- Питĕ тĕрĕс палăртрăр. Çĕршывсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси çине ЧПУ пысăк тимлĕх уйăрать, мĕншĕн тесен çакă студентсене тĕрлĕ енлĕ аталанма, пĕлĕвĕсене тата та çивĕчлетме пулăшать. Итали, Испани, Канада, Беларусь, Армени, Германи, Казахстан, Норвеги тата ытти çĕршывсем - пирĕн çывăх партнерсем. Юлашки 5 çул хушшинче университетăн 700 студенчĕ, аспирантсемпе преподавательсем тĕрлĕ программăна хутшăнса, чылай çĕршывра пулчĕç.

2015 çултан Китайри коллегăсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме пуçларăмăр. Ятарлă программăпа килĕшỹллĕн, студентсен пĕр ушкăнĕ Аньхой, Гуйжоу, Сычуань провинцисенче пĕлĕвĕсене тата опычĕсене ỹстереççĕ. Асăннă çĕршыври преподавательсемпе студентсем те пирĕн университета вĕренме тата вĕрентме килчĕç. Кунтах китай чĕлхине вĕренме май паракан Китай культура центрĕ уçăлчĕ.

- Тавах, Андрей Юрьевич, ыйтусем çине тĕплĕ хуравсем панăшăн.

- Калаçушăн сире те пысăк тав. Сăмахăма вĕçленĕ май яшсемпе хĕрсене чун ыйтакан профессие алла илме, вĕренсе тухсан тивĕçлĕ ĕç тупса ĕç картлашки тăрăх ăнăçлă хăпарса пыма сунатăп. Чи кирли - тивĕçлĕ аслă шкул - наукăпа вĕрентỹре пысăк çитĕнỹсем тунă, йăла-йĕркене çирĕп тытса пыракан заведени суйласа илни.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика