Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни пурлăхпа хуçа пулмалла

04 июля 2017 г.

Республикăра пыракан "Халăх инвентаризацийĕ" акципе килĕшỹллĕн район территорийĕнче усă курман, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас тĕллевпе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Ĕçлĕ ушкăн тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн район территорийĕнче усă курман 25 объекта тупса палăртнă. Вĕсенчен 8-шĕ - уйрăм çын харпăрлăхĕнче, 16-шĕ - усă курман куçман пурлăх (выморочный объект), пĕри - пачах хуçасăр.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă 15 объекта ĕçе кĕртнĕ, 8 куçман пурлăха харпăрлăха куçарнă. 16 куçман пурлăхран   6-шне регистрациленĕ, "Хуçасăр" пулнă пĕр объекта - котельнăя - Шурут ял поселенине муниципаллă харпăрлăха панă. Çитес вăхăтра объекта арендăна пама планлаççĕ.

Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хуçасăр куçман пурлăха тупса палăртас, вĕсене харпăрлăха куçарас енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ, документсене хатĕрлеççĕ.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ районта пурăнакансене куçман пурлăха харпăрлăха куçарассипе тимлĕ пулма, çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама ыйтать.

Ял тăрăхĕсенче усă курман, юрăхсăра тухнă, авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсем çинчен калакан информацие экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне е çак адреспа пĕлтермелле: 429140, Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, телефонсем: 8(83539)5-15-67, 5-14-76.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
Факс: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика